08:15 24 февраля 2015 г.
Муркашран Шупашкара çитсе килесси хальхи вăхăтра ыйту кăларса тăратмасть. Çул-йĕр пахалăхне ÿстерессипе республикăра чылай ĕç туса ирттереççĕ, транспорт та йышлансах пырать. Хальхи вăхăтра Муркаш районĕнчи автомобиль çулĕсемпе транспортпа усă курассин меллĕхĕ мĕнлерех; Кун пирки Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир ФИЛИППОВ каласа пачĕ:
- Чăваш Республикинче автоçулсен сечĕ лайăх аталаннă: нумайăшне пуçласа çĕнĕрен тунă, хăшĕсем вара, тĕплĕ юсавсем хыççăн, тепĕр хут "пурăнма" тытăнаççĕ. Çулсем мĕнле пахалăхлă пулнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев тимлĕхрен вĕçертмест, ку тĕлĕшпе аталанса пыма майлă йышăнусем тăвать.
Муркаш районĕ пирки калас пулсан кунта пĕтĕмĕшле усă куракан автоçулсен тăршшĕ 684,861 çухрăмпа танлашать, вĕсенчен республика пĕлтерĕшлĕ автоçулсем - 94,361 çухрăмпа, вырăнтисем - 590,5 çухрăмпа. Çак сетре 13 кĕпер (вăрăмăшĕ - 508,4 метр).
Хытă сийлĕ автоçулсем Муркаш тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсен 50,3 проценчĕпе танлашаççĕ. Хытă сийлĕ çулсенчен хальхи вăхăтри технологисене пăхăнса сарнисем - 88,3 процент.
Районти автоçулсем çинче 37 чарăну пур, паллах вĕсем çул-йĕр çинчи хăрушлăха ÿстернине манмалла мар.
Республикăри ертÿçĕсем хушнине пурнăçласа Муркаш районĕнче 49,1 çухрăм вырăнти пĕлтерĕшлĕ хытă сийлĕ çулсем тунă. Çавна май районти 39 ялта пурăнакан 5098 çыншăн транспорт меллĕхĕ лайăхланчĕ.
Республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене шута илсе Республика Пуçлăхĕ пурăнмалли вырăнсенчи урамри çул-йĕр сечĕсен регионти пахалăх стандартне хатĕрлеме хушнăччĕ. 2014 çулта çак стандарта хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Унăн ячĕ - СТО 03443146-001-2014 "Проектирование автомобильных дорог с малой интенсивностью движения в Чувашской Республике" йĕркелÿ стандарчĕ. Çапла вара 2015 çултан пуçласа ял тăрăхĕсенчи ялсенче çак стандартпа килĕшÿллĕн автомобиль çулĕсем тума тытăнмалла. Çак çулсем куçăмлă сийлĕ пулĕç, вĕсем тăрăх талăкра 400 транспортран ытла çÿремест.
Çак документа тĕпе хурса хальхи вăхăтра муниципаллă районсен администрацийĕсем çулсем тумалли проектпа смета докуменчĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Муркаш район администрацийĕ заявка панă тăрăх 2015 çулта кунти 7 ялта куçăмлă сийлĕ автоçулсем тума пуçламалла. Сăмахран, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнине шута илсе Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи Емельянов урамĕнче çул тума палăртнă.
Районти ялсен 95,5 проценчĕ патне хытă сийлĕ çулсем пыраççĕ, вĕсене автотранспорт çыхăнăвĕпе тивĕçтернĕ. Район территорийĕнче вара 9159 транспорт единици регистрациленĕ.
Муркаш районне 35 автобус маршручĕ тивĕçтерет: 6-шĕ хуласем хушшинчи маршрутсем, 29-шĕ - хула çум маршручĕсем (вăл шутра муниципалитетри маршрутсем те), вĕсенчен 10-шне çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене, вĕсем çул укçине ятарлă карттăпа тÿлеççĕ, турттаракан маршрутсен переченьне кĕртнĕ. Çак маршрутсене Чăваш Ен Транспорт министерствин "Чувашавтотранс" Чăваш Республикин патшалăх унитари предприятийĕ, "АвтоВАС" акционер уçă пĕрлешĕвĕ, "Павлов и К" тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ тата хăш-пĕр уйрăм предпринимательсем тивĕçтереççĕ.
Районти çынсен ыйтăвĕсене тата район администрацийĕн сĕнĕвĕсене шута илсе 2015 çулта Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерстви "Шупашкар - Муркаш" 112 номерлĕ хула çум маршрутпа та çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене турттарма планлать.
Муркаш район территорийĕнче М-7 трасса çинче пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернипе районта пурăнакансем кăмăллине палăртаççĕ. Уйрăмах Москакассинчи çулсен хĕресне реконструкциленипе кăмăллă вĕсем. Чăваш Республикинчи федераци шайĕнчи çул-йĕре пăхса тăракан "Волга" Упрдор федераци хысна учрежденийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх 2015 çулта Етĕрне район чиккинчен пуçласа Муркаш районĕнче реконструкци вĕçленнĕ вырăна çитичченхи лаптăкра реконструкци ĕçне пурнăçлама проект докуменчĕсене хатĕрлеççĕ. Çак лаптăкри ĕçе пурнăçласси малашнехи çулсенче ăна федераци программине кĕртессипе çыхăннă. Ку ыйтăва проект докуменчĕсене хатĕрлесе пĕтернĕ тата Раççей патшалăх экспертизин пĕтĕмлетĕвне илнĕ хыççăн федерацин çул-йĕр агентстви пăхса тухать.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии