08:06 24 февраля 2015 г.
Пурнăçра тĕрлĕ сăлтава пула юрист консультацийĕ кирлĕ пулса тухать. Анчах та юрист консультацийĕ тесенех нумайăшĕ çак ĕç-пуç пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннине калать. Ку вара тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен граждансен хăш-пĕр категорийĕсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда ПРОКОПЬЕВА каласа пама кăмăл турĕ:
- Çыннăн пахалăхлă юридици пулăшăвĕпе усă курассине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Конституцийĕсем шантараççĕ, вăл шутра саккунпа çирĕплетнĕ тĕслĕхсенче - тÿлевсĕр усă курассине те.
Ăста юрист ĕçĕ хаклă - çакна пурте аван пĕлетпĕр. Анчах та çыннăн укçа-тенкĕ енчен лару-тăру йывăртарах пулни вăл юрист пулăшăвĕсĕр юлать тенине пĕлтермест.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев республикăра пурăнакансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессине мала хумаллине, влаç органĕсен республикăра пурăнакансемшĕн тăрăшмаллине яланах калать.
2011 çултах М. Игнатьев çапла палăртнăччĕ: "Çынсен ырлăхĕ - чи аслă саккун. Влаç органĕсен пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ çак тĕллеве пăхăнса тăмалла. Должноçри çынсен, влаç органĕсен сотрудникĕсен миссийĕ - çынсемшĕн ĕçлесси. Çакна пирĕн пĕр минутлăха та манмалла мар".
2011 çул вĕçĕнче федераци шайĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пирки калакан саккун йышăнчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев хушнипе 2012 çулхи март уйăхĕнчех, Раççейре малтисен йышĕнче, Чăваш Енре те çакăн пек саккун çирĕплетрĕç. Çак саккун пирĕн республикăра пурăнакан социаллă хÿтлĕхсĕр граждансене пурнăçра час-часах тухакан ыйтусем тĕлĕшпе (пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе, социаллă пулăшăва тивĕçессипе, потребительсен прависене хÿтĕлессипе, алимент шыраса илессипе, пенси ыйтăвĕсемпе тата ыттисемпе те) юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕр усă курма ирĕк парать.
Социаллă хÿтлĕхсĕр граждансем юридици консультацине кирек хăш министерствăра е, ĕç-хĕле кура, патшалăх органĕнче илме пултараççĕ. 2014 çулта çакăн пек пулăшăва пурĕ 17 пин çынна панă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те çынсене çакăн пек пулăшупа тивĕçтерме пултараççĕ.
Республикăра пурăнакансем юридици консультацине çавăн пекех адвокатран та илме пултараççĕ, кирлĕ пулсан вара - иск заявленине çырма пулăшассипе е судра гражданинăн интересĕсене хÿтĕлессипе те. Граждансемшĕн çак пулăшу тÿлевсĕр пулмалла.
Федераци шайĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне граждансен 27 категорийĕ валли пăхса хунă пулсан, Чăваш Енре - 33 категори валли. Вĕсем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, 1 тата 2 ушкăн инваличĕсем, сахал тупăшлă граждансем, хĕрÿ çапăçусене хутшăннă ветерансем, инвалид ачасен, тăлăх ачасен представителĕсем, нумай ачаллă çемьесем тата ыттисем те, пурĕ 200 пин çынна майлă.
Çулсеренех адвокатсен пулăшăвĕпе усă куракан çынсем нумайланса пынине те каламалла. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курма ирĕклĕ граждансем, тепĕр хут аса илтеретĕп, адвокатсене укçа тÿлемеççĕ, мĕншĕн тесен çакăн пек тĕслĕхсенче адвокатсене республика бюджетĕнчен тÿлеççĕ. 2014 çулта çак тĕллевпе 2 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе 1000 ытла çын усă курнă, вăл шутра - Муркаш районĕнчи 100 ытла çын.
Аса илтеретпĕр, тÿлевсĕр пулăшу илес текенсене районта адвокатсем çак адреспа йышăнаççĕ: Муркаш ялĕ, Мир урамĕ, 9а çурт.
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен калакан саккуна пурнăçлассипе Чăваш Ен Раççейри чи лайăх субъектсен йышĕнче пулнине палăртма кăмăллă. Çакă республика "Пĕтĕмпех çынна валли тата çын ячĕпе" текен каларăша (ăна Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă хăйĕн пĕрремĕш Çырăвĕнче палăртнăччĕ) тĕпе хурса ĕçленине çирĕплетет.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии