Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çырăва хаклатпăр: Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни пĕлтерĕшлĕ

09:15 27 января 2015 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 21-мĕшĕнче республика Патшалăх Канашне çулленхи Çырăвĕпе тухрĕ. Мĕн калама пулать-ха Çырăва тишкернĕ май. Пуш сăмах çаптарни çук. Республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулсенче тунă ĕçсене тĕплĕ тишкерчĕ, малашлăх задачисене те уçăмлă палăртрĕ.

Чăннипех те пирĕн республикăра пурăнмалли çурт-йĕр строительстви анлă сарăлнă. Михаил Васильевич палăртрĕ, иртнĕ çул Чăваш Енре кашни çын пуçне вăтамран 0,7 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку вăл Атăлçи федераци округĕпе те чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Апла пулсан республика аталанать, çынсен пурнăç шайĕ лайăхланать, вĕсем малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ. «Тĕллев лартатăп: 2015 çул вĕçленнĕ тĕле республикăра хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшĕн 48 процентĕнчен кая мар пайĕ (415 пин тăваткал метр) эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр пулмалла», - терĕ республика Пуçлăхĕ. Апла пулсан вăтам шайра пурăнакан ытларах çемье пурăнмалли çурт-йĕре юрăхлă хакпа туянма, çапла вара хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарĕ. Ку вăл, ман шутпа, питĕ пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать.

Социаллă хÿтлĕхсĕр граждансем те пулăшусăр юлмаççĕ. 2010 çулхипе танлаштарсан, республика хăйĕн бюджетĕнчен тăлăх ачасен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрассине 6,3 хут, çамрăк çемьесем валли хваттер туянма кайнă тăкаксене субсидилеме укçа-тенкĕ уйăрассине 2 хут, нумай ачаллă çемьесем валли уйăрассине 1,4 хут ÿстернĕ. Ытларах та ытларах çын хваттер туянма е çурт-йĕр çавăрма ипотека кредичĕпе усă курать.

Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви енĕпе пирĕн район кăтартăвĕсем те курăмлă. Ку тĕлĕшпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ, республика Правительстви палăртакан çул-йĕре эпир те çирĕп тытса пыма тăрăшатпăр.

Иртнĕ çул районĕпе пĕтĕмпе 28554 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Вăл шутран нумай хваттерлĕ çуртсем 6348 тăваткал метр. Ку енĕпе хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлать. Асăннă организаци иртнĕ çул кăна Москакассинче 21 хваттерлĕ 3 хутлă пурăнмалли çурт, Муркашра 40 хваттерлĕ 5 хутлă пурăнмалли çурт хута яма пултарчĕ. Кунсăр пуçне «Тăлăх ачасем» программăпа Мăн Сĕнтĕрте акционерсен «Чувашагроинвестстрой» хупă обществи 15 хваттерлĕ 3 хутлă çурт, «Ишĕлчĕк тата авариллĕ çурт-йĕр» программăпа Мăн Сĕнтĕрте чикĕллĕ яваплăхлă ПМК «Водоснабжения» общество 51 хваттерлĕ 3 хутлă çурт туса пĕтерчĕç.

Хальхи вăхăтра та строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацийĕ Муркашра Парковая урамра 52 хваттерлĕ 5 хутлă пурăнмалли çурт тума тытăннă. Строительсем ăна кăçалхи ноябрь уйăхĕ тĕлне туса пĕтерме палăртаççĕ. Юнашарах 60 хваттерлĕ 5 хутлă пурăнмалли тепĕр çурт çĕкленет. Подрядчикĕ - Шупашкар хулинчи чикĕллĕ яваплăхлă «Строительная компания «Глобус» общество. Вăл та кăçалхи декабрь уйăхĕнче хута каймалла.

Çамрăк çемьесем, çамрăк специалистсем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмаççĕ. Иртнĕ çул кăна районти 30 çамрăк çемьене хваттер туянма тата пурăнмалли çурт-йĕр тума социаллă тÿлев илме свидетельствăсем уйăрса панă, 11 çамрăк специалист тата 7 граждан федерацин «Ял территорийĕсен 2014 - 2017 çулсенчи тата 2020 çулчченхи тапхăрти тăнăç аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатакансем 2014 çулта 12 çамрăк çемье пулчĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем, нумай ачаллă çемьесем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр ÿсекен тăлăх ачасем тĕлĕшпе те патшалăх пулăшăвĕ курăмлă.

Республика Пуçлăхĕ малашне те пурăнмалли çурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсем чи пĕлтĕрĕшлĕ ыйтусем шутĕнче пуласса шантарать. Апла пулсан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пирĕн районта та ытларах та ытларах çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ, малашлăха шанчăкпа пăхĕ.

В. НИКИТИН,

район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ. 

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика