13:00 29 декабря 2014 г.
Ҫӗнӗ 2015 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Ҫӗнӗ ҫул – чи юратнӑ уявсенчен пӗри, ӑна аслисем те, ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Вӑл яланах ырӑ улшӑнусем пулса иртессине тата мӗнпур ӗмӗт пурнӑҫланассине ӗненме шанӑҫ пиллет.
Хыҫа юлакан 2014 ҫул пирӗн республикӑшӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ. Украина ҫӗрӗнчи политика хирӗҫӗвӗ, Раҫҫей тӗлӗшпе тӗнче шайӗнче йышӑннӑ экономика санкцийӗсем, вӗсене ответлесе ҫӗршыва ютран таварсем кӳрсе килессине чакарни экономика аталанӑвӗ ҫине япӑх витӗм кӳчӗҫ. Тепӗр енчен илсен, импорта улӑштармалли политика пирӗн тавар туса кӑларакансемшӗн ҫӗнӗ майсем туса пачӗ, вӗсемпе нумайӑшӗ анӑҫлӑ усӑ курчӗ.
Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Чӑваш Енри кӑҫалхи макроэкономика кӑтартӑвӗсем пӗлтӗрхинчен мӗнпур енӗпех иртсе кайрӗҫ. Промышленноҫпа ял хуҫалӑх производствисен индексӗсем ӳсрӗҫ, туса лартнӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр калӑпӑшӗ пысӑкланчӗ, инвестици лару-тӑрӑвӗ палӑрмаллах лайӑхланчӗ. Строительство ӗҫӗнче усӑ куракан материалсем тата электротехника туса кӑларакан ҫӗнӗ предприятисем хута кайрӗҫ. 2015 ҫулта инновациллӗ ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлмалла, ҫавна май республикӑра пурӑнакансем валли тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи палӑртакан пиншер хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Эпир хамӑр сӑмаха тытатпӑр тата йышӑннӑ пӗтӗм программӑна пурнӑҫлатпӑр. Ҫав шута ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем туни те, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсани те, ҫулсене юсаса ҫӗнетни те, ҫӗнӗ спорт объекчӗсем ҫӗклени тата ытти нумай ӗҫ кӗрет. Кӑҫал 15 ҫӗнӗ ача сачӗ хута янӑ, виҫӗ пин ҫурӑна яхӑн ачапа вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем тахҫантанпах кӗтнӗ парнене тивӗҫрӗҫ.
Юлашки ҫулсем хушшинче республика Правительстви Чӑваш Енре пурӑнакансен тупӑшне ӳстерес тӗллевлӗ ӗҫе ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пырать. Вӗрентекенсемпе воспитательсен, медицина ӗҫченӗсемпе социаллӑ ӗҫченсен, культура учрежденийӗсен сотрудникӗсен, спорт шкулӗсен тренерӗсен ӗҫ укҫине ӳстертӗмӗр. Ветерансене социаллӑ пулӑшу памалли хушма мерӑсем йышӑнса хӑварнӑ. Бюджета йӗркелемелли ансатах мар лару-тӑрура та эпир «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажӗн виҫине икӗ ҫул ҫурӑ таран чакарма укҫа-тенкӗ шыраса тупма пултартӑмӑр. Ҫавна май тата вунӑ пинрен кая мар ҫулланнӑ ҫын хӑйсене тивӗҫлӗ ветеран ятне илӗ тата унпа пӗрле паракан ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултарӗ.
Эпир пӗтӗм ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, амӑшлӑхӗпе ачалӑха пулӑшу пама палӑртакан ҫулпа ҫирӗппӗн малалла утатпӑр. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн ырӑ кӑтартӑвӗ – халӑх хӑй хальлӗн ӳсни. Ҫак пулӑма республикӑра виҫҫӗмӗш ҫул шута илетпӗр. Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ те пирӗн, вӗсенче виҫӗ, тӑватӑ, пилӗк е ытларах ача, 25 процент чухлӗ ӳсрӗ.
Чӑваш Ен физкультурӑпа массӑллӑ спорта аталантаракан паллӑ центр пулса тӑчӗ. Шупашкарта ҫӗршывӑмӑрӑн историйӗнче пуҫласа Раҫҫейри Пенсионерсен спартакиади пулса иртрӗ, унта 56 регионтан 500 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Ӑмӑртусене хутшӑннисем хӑйсен асӗнче манӑҫми йӗр хӑварнӑ Чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен халичченех лайӑхпа аса илеҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансене ырӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» спорт форумне эпир пӗрле ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттертӗмӗр, унта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин, патшалӑхӑн паллӑ политика деятелӗсем, тӗнчери спорт федерацийӗсен ертӳҫисем, чапа тухнӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн ачасемпе вӗсен тренерӗсене хӑйсен опычӗпе паллаштарма аллӑ Олимп чемпионӗ килчӗ. Шупашкарта Раҫҫей Федерацийӗнче пуҫласа Пӗтӗм тӗнчери утмалли кун старт илчӗ, «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО) комплекс пуҫласа тӗрӗслев иртрӗ. Республикӑн тӗп хулин тӳремӗсемпе урамӗсенче иртнӗ «Ҫӑлтӑрпа пӗрле – зарядкӑна», «Спорт бульварӗ» тата ытти пулӑма тӗнчери мӗнпур спорт телеканалӗсемпе трансляцилерӗҫ.
Хаваслӑ йӑл кулӑ, ырӑ кӑмӑл-туйӑм, чун ӑшши уҫҫӑн палӑрчӗҫ ҫавӑн чухне. Раҫҫей патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ тата мӗнпур хӑна форума йӗркелес тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫе, эпир спорта мӗнлерех юратнине, Чӑваш Ен халӑхӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхне тивӗҫлипе хакларӗҫ. Паянхи куна республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 36 проценчӗ спортпа чӑннипех те туслӑ. Ҫавна май сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен шучӗ ҫитес ҫул тата та пысӑкрах пуласси пирки эпӗ иккӗленместӗп.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Паян эпир асра юлнӑ ҫутӑ пулӑмсемпе пуян Культура ҫулне ӑсатса яратпӑр. 2015 ҫула Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре вара – ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине чысласа, Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Хальхи чӑваш литературин никӗслевҫин хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑлисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн сайра йышши культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ. Пирӗн пулас несӗлӗмӗрсем тивӗҫлӗ граждансем, Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чӑн-чӑн патриочӗсем пулса ҫитӗнччӗр, унпа мӑнаҫланччӑр, унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне паттӑррӑн хӳтӗлеме пултарччӑр тесен пирӗн ҫав улшӑнми хаклӑхсене ҫитес ӑрусемшӗн сыхласа хӑвармалла.
Ҫывхарса килекен ҫул пирӗншӗн пуриншӗн те ырӑ шанӑҫпа тата савӑнӑҫпа, ҫӗнӗлӗхсемпе тата манӑҫми туйӑмсемпе тулли пултӑр. Шухӑшласа хунӑ мӗнпур ӗмӗт пурнӑҫлантӑр тата пӗтӗм ырӑ пуҫарурах ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳ пирӗнпе юнашар пулччӑр! Сире телей, сывлӑх, тӑнӑҫлӑх тата юрату сунатӑп!
Ҫӗнӗҫул ячӗпе, хаклӑ туссем!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии