08:00 12 декабря 2014 г.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çĕршывăмăрăн Тĕп Саккунĕ Раççейĕн кашни гражданинĕн прависемпе ирĕкĕсене гарантилет, демократи обществин аталанăвне çирĕп никĕслет. Вăл патшалăх кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, гуманизм, тĕрĕслĕх тата пĕртанлăх принципĕсем çинче никĕсленнĕ хаклăхсене хÿтĕленипе сăнарлать. Вăлах гражданла тăнăçлăхпа килĕшĕве упракан, пĕтĕмĕшле çемье хаклăхĕсене çирĕплетекен демократи институчĕсене аталантаракан гарант пулса тăрать.
Пĕтĕм Раççейпе пĕрле Чăваш Республики, хăйĕн потенциалне пурнăçа тухăçлă кĕртсе, обществăпа экономикăри лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхне упраса, мал енне çирĕппĕн утать. Çакăнпа пĕрлех вăл чĕлхене, истори йăли-йĕркине, культура хаклăхĕсене, пурнăç йĕркине упрама, республикăмăрти тĕрлĕ наци çыннисемпе тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем валли аталанма пĕрешкел условисем туса парать.
Пирĕн пĕрлехи пархатарлă ĕçĕмĕр малашне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çирĕплетнĕ ырă тĕллевсене пурнăçлас ĕмĕтлĕ пуласси пирки иккĕленместĕп.
Сире çирĕп сывлăхлă пулма, хамăрăн вăй-хăватăмăра шанма, мĕнпур ырă пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх-сывлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии