Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăхăт - 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен

08:20 11 декабря 2014 г.

 

Уйрăм çынсен пурăнмалли çурчĕсен "дача амнистийĕн" вăхăчĕ вĕçленсе пырать. Харпăр хăйĕн пурăнмалли çуртне ансат мелпе регистрацилеме, халăхри пек каласан "дача амнистийĕпе" усă курма, 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен кăна май пулĕ. Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ вăхăта тăсмасăр паянах харпăр хăйĕн çурчĕсене харпăрлăха çирĕплетсе регистрацилеме сĕнет. Ку вăл хăйсен çурт-йĕрне харпăр хăй çурт-йĕр строительстви валли е килти хушма хуçалăха тытса пыма уйăрнă çĕр лаптăкĕ çинче туса лартнă граждансене пырса тивет. Регистраци пирки калакан саккунпа килĕшÿллĕн 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта харпăр хăйĕн çурт-йĕр строительствин объектне регистрацилеме кирлĕ пĕртен-пĕр документ вăл çĕр участокĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен документ пулса тăрать. Чăваш Енре регистраци тапхăрĕ календарлă 5 кунран тытăнса 10 кун таран йышăнать. Патшалăх пошлини - 200 тенкĕ.

2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн пурăнмалли çурта харпăрлăха çирĕплетесси самай кăткăсланĕ. Çурта хута яма ирĕк илмелле пулĕ. Ăна валли вара çак документсене хатĕрлеме тивĕ:

1. Çĕр участокĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен документ.

2. Участокăн градостроительнăй планĕ.

3. Строительство ĕçĕсене туса ирттерме ирĕк илни.

4. Капиталлă строительство объектне йышăннин акчĕ (строительство ĕçĕсене сире килĕшÿпе пурнăçласа панă пулсан).

5. Туса лартнă объект техрегламент требованийĕсене тивĕçтернине çирĕплетекен документ.

6. Туса пĕтернĕ пурăнмалли çурт техусловисене тивĕçтернине çирĕплетекен документ, инженерипе техника сечĕсене пăхса тăракан организацисен (электричество, шыв, канализаци, газ) представителĕсем алă пуснисем.

7. Пурăнмалли çурт тата сетьсем çĕр участокĕ çинче вырнаçнине кăтартакан схема.

Росреестр çавна та аса илтерет. Енчен те çĕр участокне харпăр хăйĕн хушма хуçалăхĕ е дача хуçалăхĕ, пахча, сад валли, çавăн пекех харпăр хăйĕн гараж е пурăнмалли çурт-йĕр строительстви, сад çурчĕ е хуçалăхри ытти çурт-йĕр валли уйăрнă пулсан, кун пеккисемшĕн "дача амнистийĕ" вĕçленессине палăртман.

"Дача амнистийĕпе" Чăваш Республикинче кăçал кăна 1500 ытла пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха çирĕплетсе регистрациленĕ. "Дача амнистийĕ" вăя кĕнĕренпе вара Муркаш районĕн территорийĕнче уйрăм çынсен 2300-е яхăн пурăнмалли çуртне харпăрлăха çирĕплетнĕ.

Л. ПЕТРОВА,

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ.

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика