Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăну тумалла

08:30 23 сентября 2014 г.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен 2015 çулта соцпакетпа мĕнле усă курасси пирки йышăну тăвас пулать: услугăсемпе усă курĕç е уншăн уйăхсерен укçан илсе тăрĕç.

Енчен те çăмăллăхсемпе усă куракан çын унччен соцпакетпа усă курнă йĕркене улăштарасшăн пулсан, унăн октябрĕн 1-мĕшĕччен Пенси фондне пырса заявлени çырса памалла. Калăпăр, халĕ вăл çăмăллăхсемшĕн укçан илсе тăрать, çитес çултан тытăнса вара çăмăллăхсемпе усă курасшăн е тепĕр майлă. Енчен те çăмăллăхсемпе усă куракан çын соцпакетпа халĕ усă куракан йĕркене улăштарасшăн мар пулсан, унăн Пенси фондне пыма кирлĕ мар.

Паянхи куна Чăваш Республикинче федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен 92 проценчĕ унăн эквивалентне укçан илсе тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа республикипе 3,5 пин çын, Муркаш районĕпе 95 çын соцпакетшăн пĕтĕмпех е унăн хăш-пĕр пайĕшĕн укçан илсе тăрасси пирки заявлени çырса панă. Кусем вĕсем ытларахăшĕ - соцпакета 2013 çул вĕçĕнче тата 2014 çулта тивĕçнисем. Социаллă услугăсемпе усă курма пуçăнасси пирки республикипе 300, районĕпе 4 заявлени йышăннă.

Иртнĕ çул соцпакетпа мĕнле майпа усă курнине патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче (wwwĕgosuslugiĕru) регистрациленсен пĕлме май пур.

Соцпакет виçĕ пайран тăрать: эмел, санаторипе курорт тата транспорт пайĕсем. Соцпакетпа пĕтĕмĕшле те е унăн кирек хăш пайĕпе те уйрăмшар усă курма пулать.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен соцпакет хакĕ хальхи вăхăтра уйăхне 881 тенкĕ те 63 пуспа танлашать. Вăл шутран эмелсемпе врач рецепчĕпе тÿлевсĕр тивĕçтересси - 679 тенкĕ те 5 пус, санаторипе курорт сипленĕвĕ (врач сĕннипе санаторисене кайма путевкăпа тивĕçтересси) - 105 тенкĕ те 5 пус, транспорт пайĕ (хула çывăхĕнчи пуйăссемпе тÿлевсĕр çÿресси тата санаторие тÿлевсĕр кайса килесси) - 97 тенкĕ та 53 пус.

Чăваш Республикинче 108 пин çын, районĕпе 3 пин çын ытла федераци çăмăллăхĕсемпе усă курать. Кусем вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, çар çапăçăвĕсен ветеранĕсем, вăрçăра вилнĕ салтак мăшăрĕсем, радиаци катастрофине пула шар курнисем. Ытларахăшĕ вара - 88 пин çын - инвалидсем.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика