08:00 29 августа 2014 г.
Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракансем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем!
Сентябрĕн 1-мĕшĕ – чи илемлĕ те чи кĕтнĕ уяв. Çак кун шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Вĕсем тарăн пĕлÿ илесси, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси шăпах сирĕнтен нумай килет. Эсир çакна пĕр самантлăха та манмастăр. Ачасем культурăллă, анлă тавракурăмлă пулччăр, тăван халăхăн йăли-йĕркине кĕçĕн çулсенчен пуçласах ăша хывса ÿсчĕр тесе тăрăшатăр. Вĕсем пурнăç кăларса тăратакан йывăрлăхсене çĕнтерме пултарччăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Ачасене пĕчĕкренех аслисене хисеплеме, тăван çĕршыва юратма, туслăхпа юратăва упрама хăнăхтаратăр. Çакна валли вара сирĕн чун ăшши те çитет, чăтăмлăх. та вĕçĕ-хĕррисĕр сирĕн. Тавах сире çакăншăн.
Эсир çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе пуçлама хатĕрри мана савăнтарать. Ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр, хăйсен пурнăç çулне шкулта вĕреннĕ чухнех палăртса, çак енĕпе тарăнрах вĕренччĕр тесе тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче вĕрентÿ учрежденийсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме уйăракан суммăна та ÿстерсех пыратпăр. Кăçал çак тĕллевпе вырăнти бюджетран 15 млн. тенкĕне яхăн укçа уйăрнă. Район бюджечĕн 70 проценчĕ шăпах вĕрентÿ сферина аталантрма каять. Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçри çĕнĕлĕхсене эсир малалла та тулли кăмăлпа пурнăçа кĕртсе пырасса шанас килет. Мĕншĕн тесен сирĕн тăрăшуллă та пархатарлă ĕçĕрпе пирĕн район пуласлăхĕ çеç мар, республикăпа çĕршывăн малашнехи аталанăвĕ те тачă çыхăннă. Пур çĕрте те эсир вĕрентнĕ ачасем вăй хураççĕ. Вĕсем ырă-сывă çитĕнесси те сирĕнтен нумай килет. Кăçалтан пуçласа ачасем ГТО нормине пурнăçлама пуçласси ку ĕçре - ырă палăрăм. Эсир ку тĕлĕшпе кăна мар, ытти енĕпе те ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пуласса шансах тăратăп.
Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Ĕçлес туртăм ÿснĕçемĕн ÿссе пытăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Çемйĕрсенче килĕшÿпе тату пурнăç хуçалантăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии