08:29 08 июля 2014 г.
Хисеплĕ ентешсем!
Сире пурне те çывхарса килекен Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламлатăп.
Пирĕн çĕршывра çак уява паллă тума пуçлани хăех çемье кашнин пурнăçĕнче мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса парать. Çемьесене пулăшас тĕллевпе патшалăх шайĕнче те нумай ĕç туса ирттереççĕ: ача пособийĕсен, ача амăшĕн капиталĕн виçи хăпарсах пырать, çемьесене çурт-йĕрлĕ пулма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен программа пурнăçа кĕрет, нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтереççĕ. Çак çăмăллăхсене татах та илсе кăтартма пулать.
Çемье телейĕ вара пирĕнтен хамăртан килет. Çемье чи хакли пулнине ăнланмалла пирĕн. Вăл пире пурнăçра вăй парса тăрать. Юрату чĕрене ăшăтса, ырă туйăмсем çуратать. Шанчăклăх вара юратнă çынна хăвна шаннă пек шанма пулăшать, çунат хушать. Çемьене, юратупа шанчăклăха укçа парса туянма та çук. Вĕсем пулсан укçа çук çын та çав тери пуян. Апла пулсан упрама пĕлмелле пирĕн хамăрăн çывăх çынсене, юратмалла вĕсене, пĕр-пĕрне каçарма та пĕлмелле.
Çакăн пек туслă çемьере вара ачасем те чăн-чăн çын пулса ÿсеççĕ: тĕрĕс воспитани илеççĕ, пур енлĕн аталанса ÿсеççĕ, ырă ĕçсем тума вĕренеççĕ, пурнăçра хăйсене çирĕп туяççĕ. Пирĕн, аслисен, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Пыра-киле вара вĕсем те пирĕн пек пулма тăрăшĕç.
Çак уява халалланă Петрпа Феврония Муромскисем пек пуласчĕ пирĕн: ĕмĕр тăршшĕпех таса та ырă чунлă пулнине, пĕр-пĕрне чĕререн юратса пурăннине, ăнланнине, пулăшнине, савнăçра та, йывăрлăхра та пĕрле пулнине нимĕн те çитмест.
Сывлăхăр çирĕп пултăр. Кунçулăр телейлĕ те вăрăм килтĕр. Чунри юратупа çамрăклăх нихçан та ан çухалтăр. Йăл кулă сăн-питĕртен ан кайтăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии