11:18 11 июня 2014 г.
Шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ лагерьсем июнĕн 9-мĕшĕнче, ĕçлеме тытăнчĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене çуллахи вăхăтра 2100 ытла ача çÿрĕ, вăл шутран 1087 ачана (ытларах пуçламăш классенче вĕренекенсем) сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем йышăнĕç, ыттисене - профиль лагерĕсем.
Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем пĕр сменăпа ĕçлеççĕ - 21 ĕç кунĕ. Профиль лагерĕсем вара 10-шар ĕç кунĕпе танлашакан икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Лагерьсем тĕрлĕ енлĕ пуласси паллă: экологипе интересленекенсен, спорта юратакансен, техникăна кăмăллакансен, историпе кăсăкланакансен лагерĕсем тата ытти тĕрли те. Çавăнпах лагере çÿрекен ачасем хăйсен вăхăтне усăллă ирттересси куç кĕрет.
Лагерьсене чи малтанах йывăр лару-тăрура, нумай ачаллă çемьесенче тата сахал тупăшлă çемьесенче ÿсекен ачасене явăçтарнă.
Ачасене кашни кунах икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтерессине пăхса хунă.
Н. Николаева.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии