10:43 11 июня 2014 г.
ХИСЕПЛĔ ЕНТЕШĔМĔРСЕМ!
СИРЕ РАÇÇЕЙ КУНĔ ЯЧĔПЕ САЛАМЛАТĂП!
Çак уяв этем прависемпе ирĕклĕхĕсем, демократипе уççăнлăх, гражданла тăнăçлăхпа çураçу принципĕсем тĕп вырăнта пулнине уççăн пĕлтерни пирĕн аслă патшалăхăмăрăн аталанăвĕнчи çĕнĕ тапхăра сăнарлать.
Раççей - историпе культурин сайра йышши еткерĕллĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр çĕрсемлĕ, çут çанталăк пурлăхĕсемпе калама çук пуян, хăватлă та ирĕклĕ çĕр-шыв. Тĕнчере унăн ятне пысăка хурса хисеплеççĕ, вăл ют çĕр-шывсемпе хăйсен хушшинчи хутшăнусене пĕр-пĕрне хисеплени тата пĕр танлăх принципĕсем çинче йĕркелет, терроризмпа çине тăрса кĕрешет. Йывăр вăхăтра Раççей çыннисем, тăванпа тăвана çапăçма хистекен вăрçа тапратса яма хăтланнă экстремистсенчен хÿтĕлесе, Крымра пурăнакан халăхсене витĕмлĕ пулăшу кÿчĕç.
Чăваш Ен - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен туслă çемйин тан праваллă членĕ. Пирĕн республикăра 127 наци çынни тата 8 халăх ушкăнĕ туслăн та килĕштерсе пурăнать. Кашни халăхăн хăйĕн историйĕ, хăйĕн йăли-йĕрки, вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăннă. Эпир экономикăпа ăслăлăх, искусствăпа спорт тата ытти енĕпе тăвакан хамăрăн пĕрлехи тунă çитĕнÿсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр, çитменлĕхсене те пĕрлех тÿрлететпĕр, çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене тĕпе хурса тăрăшсах граждан обществи тăватпăр.
Раççей çыннисен иксĕлми юратăвĕ, ĕçченлĕхĕ тата патриотлăхĕ пирĕн Тăван çĕр-шывăмăра тата та илемлĕрех, вăйлăрах тата пуянрах тăвасса шанса тăратăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăхпа тăнăçлăх, телей тата мĕн пур лайăххине сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии