Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Июнĕн 12-мĕшĕнче - Акатуй

15:20 03 июня 2014 г.

 

Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа çуллен ирттерекен ĕçпе юрă тата спорт уявне кăçал июнĕн 12-мĕшĕнче Лантăш вăрманĕн уçланкинче ирттереççĕ. Ăна район 70 çул тултарнине халалланă.

Ĕнер уява хатĕрленсе ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, йĕркелÿ комитечĕн  ертÿçи Р. Тимофеев ертсе пычĕ.

Ĕçре палăрнисене чысласси уявра тĕп вырăнта пулĕ. Сумлă ĕç династийĕсем те ырă ята тивĕçĕç. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕн свидетельствисем, амăш капиталĕн сертификачĕсем парĕç. Уявра яланхи пекех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Художество пултарулăх коллективĕсем, пĕрлештернĕ хор хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Каруççельсем, тĕрлĕ аттракционсемпе вăйăсем ачасене те, аслисене те тунсăхлама памĕç.

В. Рубцова асăнса ирттерекен волейбол вăййине те чылайăшĕ кĕтет. Хастаррисем кире пуканĕ çĕклессипе, турник çинче туртăнассипе, алă вăйне палăртассипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртĕç.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хатĕрленĕ "Ял картишĕ" выставка та, тĕрлĕ техника ăсталакансен "Муркаш Кулибинĕ" конкурс та кăсăклă пулĕ. Паллах, уявра темĕн тĕрлĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйланма май килĕ.

Пурте - Акатуйне!

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика