Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район хаçатне çынсем эрнере икĕ хут вуласшăн

10:07 29 мая 2014 г.

 

Хаçат сотрудникĕсем  район çыннисем хушшинче «район хаçатне эрнере пĕрре е иккĕ кăлармалла;» ыйтăм ирттернĕ.

Ыйтăмра хутшăннă вăтăр çынран пĕр çын кăна: «Маншăн пурпĕрех, иккĕ тухсан та пĕрре тухсан та», - тенĕ.  Ыттисем вара пурте «Çĕнтерÿ ялавне» эрнере икĕ хут вуласшăн.

«Енчен те район хаçачĕ эрнере пĕрре  кăна тухма пуçласан,  эпир чăваш чĕлхине манса каятпăр. Ялти çынсем район хаçатне  килĕштереççĕ, ăна вулаççĕ. Çавăнпа та «Çĕнтерÿ ялавне» эрнере иккĕ кăлармалла»,- тенĕ вулакансем.

Куратăр ĕнтĕ, ыйтăма хутшăннă çынсем  район хаçатне эрнере икĕ хут алла илсе вуласшăн.

Килĕшетпĕр вулаканпа. Çитес  2015, 2016  çулсенче те ял çыннисен юратнă хаçачĕ - «Çĕнтерÿ ялавĕ» çулталăкне 100 номер  (эрнере икĕ  хут) кун çути курĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика