Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экзаменсен хĕрÿ тапхăрĕ

15:09 28 мая 2014 г.

 

Шкултан вĕренсе тухакансен ку эрнере патшалăх пĕрлехи экзаменĕсен хĕрÿ тапхăрĕ пуçланчĕ. Географипе тата литературăпа патшалăх пĕрлехи экзаменне суйласа илнисем тунти кун хăйсене тĕрĕслерĕç ĕнтĕ. Ыран вара, майăн 29-мĕшĕнче, шкултан вĕренсе тухакан кашни çамрăк (вĕсем пирĕн районта 201 тата малтанхи çулсенче шкултан вĕренсе тухнисем тепĕр 3 çын) вырăс чĕлхипе экзамен тытĕ.

Малаллахи кунсенче вара экзамен çак йĕркепе иртет: июнĕн 2-мĕшĕнче - ют чĕлхепе тата физикăпа* июнĕн 5-мĕшĕнче - математикăпа* июнĕн 9-мĕшĕнче - информатика тата ИКТ предмечĕпе, биологипе тата историпе, июнĕн 11-мĕшĕнче - обществознанипе.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх математикăпа - 202, физикăпа - 76, химипе - 17, информатикăпа - 3, биологипе - 39, географипе - 9, акăлчан чĕлхипе - 9, обществознанипе - 129, литературăпа - 4, чăваш чĕлхипе тата литературипе - 1 çын экзамен тытать.

Июнĕн 16-мĕшĕнче резерв кунĕсем пуçланаççĕ.

Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем (361 ача) паян, майăн 28-мĕшĕнче, хăйсен пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсене турĕç - обществознани, хими, литература, информатика тата ИКТ предмечĕсемпе патшалăх итог аттестацийĕ пулчĕ. Шăмат кун, майăн 31-мĕшĕнче, вĕсене пурне те математикăпа аттестаци кĕтет, июнĕн 3-мĕшĕнче - географипе, историпе, биологипе, ют чĕлхесемпе тата физикăпа, июнĕн 6-мĕшĕнче - вырăс чĕлхипе.

Июнĕн 14-мĕшĕнче вара тăххăрмĕш классенче вĕренекен 11 ача чăваш чĕлхипе тата литературипе регионти пĕрлĕхлĕ экзамена тытма Кÿкеçри 1 номерлĕ вăтам шкула кайĕ.  Çав кунах çавăнтах 11 класран вĕренсе тухакансен те чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен иртет.

Тăххăрмĕшсен резерв кунĕсем июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçланаççĕ.

Н. Николаева.

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика