Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял культурине - уйрăм тĕрев

14:29 28 мая 2014 г.

 

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Президент çумĕнчи нацин пĕлтерĕшлĕ проекчĕсемпе демографи политикин ыйтăвĕсене пурнăçа  кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен Канашпа Патшалăх канашĕн  пĕрлехи ларăвне ирттернĕ. Унти тĕп калаçу  ял территорийĕсене аталантарасси тавра пулнă.

«Ял территорийĕсем экономика, демографи, çут çанталăк тата историпе культура енĕпе шайлашуллă тата  пуян. Пирĕн тĕллев - унпа тухăçлă, пĕлсе, çĕр-шыв интересĕсене  тĕпе хурса  усă курасси, миллион-миллион гражданăн пурнăç пахалăхне çĕклесси. Çав вăхăтрах пирĕн çакна асра тытмалла: ял Раççейшĕн - апат-çимĕç хатĕрлекен тăрăх çеç мар.  Вăл - йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ йĕрке, пурнăç майĕ. Вăл - пирĕн культурăн пуянлăхĕ тата питĕ пысăк çĕр-шывăмăрти  нумай нациллĕ халăхăн хăйне евĕрлĕ тытăмĕ», - палăртнă Владимир Путин.

Паянхи яла квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Çамрăксене яллă вырăнпа ытларах кăсăклантарассипе çĕр-шыв пуçлăхĕ çавăн пек çынсем мĕн чухлĕ кирлине палăртма тата кашни регионти ял территорийĕсенчех вĕсене хатĕрлеме условисем туса пама сĕннĕ.

Иртнĕ çул Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти культура çуртне хута янă. Ăна тума Чăваш Ен республика бюджетĕнчен 18972 пин тенкĕ куçарса панă. Хальхи вăхăтра Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тепĕр клуб тума пуçланă, вăл 2015 çулта хута кайĕ.

Иртсе пыракан çул пуçламăш тĕлне республикăн  муниципалитет тытăмĕнче  культурăпа канăвăн  750 учрежденийĕ вăйра тăрать. Çав вăхăтрах инçетре вырнаçнă  тата сахал йышлă ялсен  43,6 проценчĕ  стационарлă клуб учрежденийĕ шутланать.

Республикăра клубсене спонсор пулăшăвĕ шучĕпе е ялсенчи çамрăксем хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ, тĕпрен юсанă тĕслĕх чылай. 2009 çулта Муркаш районĕнчи Яракри çамрăксен вăйĕпе туса лартнă клуб хута кайнă.

Муниципалитет тытăмĕнче 749 культурăпа кану учрежденийĕ, 536  библиотека, 13 музей, культурăпа кану паркĕсем 7, çавăн пекех 25  архив тата ачасене хушма пĕлÿ паракан 46 шкул.

Кăçалхи  майăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин культура сферинче 6276 çын шутланать. Вĕсенчен 1885-шĕ  патшалăх учрежденийĕсенче, 4391-шĕ  муниципалитет тытăмĕнче вăй хурать.

Р. Илларионова. 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика