09:24 05 мая 2014 г.
Район хаçачĕн ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем, район хаçатне вулакансем!
Сире район хаçачĕ 70 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп.
Тăван районăмăр йĕркеленнĕренпех район хаçачĕ унăн пурнăçне тĕрĕс çутатаканĕ пулса тăнă. Районта пурăнакан маттур та тăрăшуллă ĕçченсем çинчен каласа панă, малта пыракан опыта сармалли мел пулса тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче районта пурăнакансене тăрăшуллă ĕçлеме хавхалантарнă, Аслă Çĕнтерÿшĕн ырми-канми вăй хума, каярахпа вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçе хастар хутшăнма чĕнекенĕ, хавхалантараканĕ пулса тăнă.
Паян та район хаçатне районта пурăнакансем кăмăлласа вулаççĕ. Сирĕн ĕç çав тери яваплă. Мĕншĕн тесен сăмахпа пĕлсе, вырăнлă тата витĕмлĕ усă курмалла. Пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен вулакан патне вăхăтра, тĕрĕс те ăнланмалла çитермелле. Хаçат тиражĕ ÿссе пыни, унăн страницисенче район пурнăçне пур енлĕн çутатма тăрăшни, хаçатри материалсем вулакана хăйĕн шухăшне калама хистени эсир хăвăрăн тивĕçĕре кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшнине кăтартса парать.
Эсир малашне те район пурнăçне тĕрĕс, татах та анлăрах, туллинрех çутатасса шанас килет. «Çĕнтерÿ ялавĕн» страницисенче районта пурăнакансемшĕн интереслĕ материалсем ытларах кăларма, вулакана кирлĕ темăсене ытларах хускатма ăнăçу сунатăп. Хаçатра ĕçлекенсен пĕлÿ, пултарулăх шайĕ те ÿссех пытăр. Хаçатпа вулакан хушшинчи çыхăну татах та çирĕпленсех пытăр.
Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ÿсĕмсем сунатăп. Районта пурăнакансемшĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» кĕтнĕ хăна пултăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии