Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Апрельтен çырăнтару хакĕсем палăрмаллах ÿсеççĕ

16:25 24 марта 2014 г.

 Ку таранччен Раççей почти хаçат-журнал çырăнтарнăшăн федераци бюджетĕнчен дотаци илсе тăнă. Çуллен вăтамран - 3 миллиард тенкĕ. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн ăна пăрахăçланă.

Çавăнпа мĕн пур хаçат-журнала 2-мĕш çур çула валли çырăнмалли хак апрельтен ÿсет. Çав шутра – «Çĕнтерÿ ялавĕн» те.

Мĕн чухлĕ ÿсет? Райхаçатăн çырăнтару хакĕ, ыттисенни пекех, икĕ пайран тăрать: редакци тÿпинчен тата почта пайĕнчен. Паян вăл çапла: редакци тÿпи 121 тенкĕ те 20 пус, почта пайĕ 95 тенкĕ те 100 пус. Иккĕшне хушсан паянхи çырăнтару хакĕ пулать: 216 тенкĕ те 30 пус.

 (95,100 тен. + 121,20 тен. = 216,30 тен.).

Апрельтен çырăнтару хакĕ ÿсет. Редакци хăйĕн пайне унчченхи пекех хăварать. Почта вара хăйĕн пайне 2,4 хут пысăклатать: 95 тенкĕ те 100 пусран - 226 тенкĕ те 8 пуса. Апрельтен çырăнтару хакĕ 347 тенкĕ те 28 пус пулать.

 (226,08 тен. + 121,20 тен. = 347,28 тен.).

Март уйăхĕнче вара кивĕ хакпах çырăнма май пур. Çавăнпа та, хаклă вулакансем, почтальонсемпе çитес эрнере тĕл пулма тăрăшăр! «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата унчченхи хакпа çырăнса юлăр.

Малашне те пĕрле пулар!

 Райхаçат редакцийĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика