13:34 17 января 2014 г.
Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!
Сирĕн ĕç çав тери яваплă. Пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен вулакан патне вăхăтра тата тĕрĕс те ăнланмалла çитермелле. Çакă сире пĕлÿ тата пултарулăх шайне ÿстерсе тăма хистет. Çавăн пекех хăвăрăн ĕç çине пысăк яваплăхпа пăхма хушать. Хаçат страницисенче район пурнăçне пур енлĕн çутатма тăрăшни, хаçатри материалсем вулакана хăйĕн шухăшне калама хистени эсир хăвăрăн тивĕçĕре кирлĕ пек пурнăçланине кăтартса парать.
Эсир малашне район пурнăçне татах та анлăрах, туллинрех çутатасса, хаçата малашне татах та интереслĕрех тăвас, хаçатпа вулакан хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тесе тăрăшасса шанас килет. Районта пурăнакансене вара район хаçачĕпе туслă пулма, кашни килтех ăна çырăнса илме сĕнетĕп.
Сире пурне те та çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ÿсĕмсем сунатăп. Хаçат ĕçченĕсен интереслĕ статьясем ытларах çырăнччăр, районта пурăнакансемшĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» кĕтнĕ хăна пултăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии