Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Министр пысăк хак пачĕ

15:50 16 мая 2013 г.

 

Иртнĕ ытлари кун Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

«Муркаш районĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ» Чăваш Республикин автономи учрежденийĕ - республикăри чи ăнăçлă аталанакан учреждени. Иртнĕ çул редакцие хаçат кăларма республика бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ ытларах уйăрса панă. Коллектив вара хăй вăйĕпе 3 миллион та 559 пин тенкĕ ытларах ĕçлесе илнĕ.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» тиражĕпе те малти ретре. Паян вăл 3977 экземплярпа пичетленет. Унран пысăкрах тиражпа Çĕмĕрле, Етĕрне, Патăрьел хаçачĕсем çеç кун çути кураççĕ.

Редакци коллективĕ çĕнĕ технологисене алла илессипе те ăнăçлă ĕçлет. Хаçата ытти райхаçатсенчен чылай маларах компьютерпа наборласа калăплама тытăннă. Пуринчен малтан хатĕр полоссасене ftp-протоколпа усă курса «Чувашия» издательствăпа полиграфи комплексне ярса пама пуçланă.

Пултаруллă коллектив çулленех тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерет. Пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ «Çĕнтерÿ ялавĕ» «Прессăн ылтăн фончĕ» пахалăх паллине тивĕçет.

Райхаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов малашлăх планĕсемпе те паллаштарчĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева редакци коллективĕн ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Чăннипех те пахалăхлă хаçат кăларнине палăртрĕ. Учреждени ăнăçлă аталаннине те асăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев вырăнти влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнÿсем пачĕ.

Хаçат коллективĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ чылай ыйтăва сÿтсе яврĕç. 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика