10:15 24 апреля 2013 г.
Вĕренĕвĕн наци проблемисен институчĕ 2007 çултан пуçласа „Тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине, вĕрентекенсен Раççей шайĕнчи ăстаçă урокĕ” конкурс ирттерет. Çав конкурса Чăваш Республикинчен хутшăнакана палăртас тĕллевпе ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ 2013 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен 3-мĕш конкурсне ирттерчĕ. Конкурса 10 учитель хутшăнчĕ.
Муркаш районĕн чысне çак конкурсра Юнкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Вячеславовна Шандимирова (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) хÿтĕлерĕ. Надежда Вячеславовна 24 çул тăван чĕлхен тĕшшине ачасен чунне хывассишĕн тăрăшать, ачасене тĕрлĕ конкурса хутшăнтарать. Хăй те республикăри конференцисенче тухса калаçать. Пушă вăхăтра вара сăвăсем çырать. Ун сăввисемпе юрăсем те кĕвĕленĕ.
Ăстаçă урокне кăтартасси, „Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм” паллаштару карточки, „Манăн педагогикăри тĕп шухăш” эссе хайласси – çак тапхăрсенчен тăчĕ конкурс. Ку конкурсра Н. Шандимирова „Ăстаçă урокĕ” номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.
Иртнĕ кунсенче вăл пире интервью пама килĕшрĕ.
– Надежда Вячеславовна, вĕрентекене иккĕмĕш анне теççĕ. Сирĕн шутпа мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ши ăна?
– Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать... Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслăн пурăнса ирттерме вĕрентет. Пире вара, вĕрентекенсене, иккĕмĕш анне теççĕ.
Вĕрентекен пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын вăл. Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, учитель те ачана çавăн пекех савса кăмăллать. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчине çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси – сăваплă ĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ачасене тĕрĕс çырма, илемлĕ вулама хăнăхтарнисĕр пуçне, ман шутпа, мăн асаттесен „чĕлхине” юратма, ун ырă йăлисене хисеплеме, чăвашлăха аталантарма вĕрентмелле.
– Мĕн-ха вăл чăвашлăх?
– Чăвашлăх вăл – эпир хамăр чăваш çынни пулнине уççăн, мухтанса, хавхаланса пĕлтерни. Чăвашлăхра хамăра хамăр хисеплени, наци мăнаçлăхне туйса тăни, чăваш çĕрне тата тăван халăхăмăра юратни, унăн ырă йăли-йĕркина аталантарни, халăх сăвви-кĕввипе кăмăлланни, илемĕшĕпе ÿнерне упрани, чăваш чăваша чыс туни, кашни чăваш хăй йăх-несĕлне, ашшĕ-амăшне сума суни, ачи-пăчине чăваш туса ÿстерни, халăхăн ыр пуласлăхĕшĕн ĕмĕтленсе шухăшлани тата кĕрешни малта тăрать.
Чăваш чунĕ пуян çав. Чăвашсем ачана пăхса çитĕнтерес ĕçĕн çичĕ тĕсне палăртаççĕ: ĕçе хăнăхтарса ÿстересси; йĕркеллĕ, кăмăл-туйăмлă пулма вĕрентесси; ăс-тăна аталантарасси; илемлĕхе ăнланма вĕрентесси; вăй-хала ÿстерме хăнăхтарса пырасси; перекетлĕ пулма хăнăхтарасси; харпăр хăйне тытма вĕрентесси.
– Çак чăнлăхпа эсир ĕçре усă куратăр-и?
– Воспитани ĕçĕн çак паха енĕсене эп хам ĕçĕн тĕллевĕ тесе шутлатăп. Ачасене пăхса ÿстересси çинчен вĕрентекен наука – этнопедагогика – çĕр çинчи чи авалхи наукăсенчен пĕри. Çакнашкал наука халăхăн сĕм авалах аталанман пулсан пĕр халăх та çĕр çинче упранса юлайман пулĕччĕ. Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Пирĕн тăван халăх капăр та çепĕç чĕлхеллĕ. Ун пекки тĕнчере урăх çук та пулĕ. Паян чăваш чĕлхи сасси нихçанхинчен те илемлĕ янăрать, сăвви-юрри чуна тыткăнлать, тĕрри ют çĕр-шывсенче те пахалăхпа ăсталăх енчен çÿлти шайра çиçет. Çак пуянлăх çинчен эпир уççăнах калаçма, унпа мухтанма, мăнаçланма пултаратпăр.
Сăмахсен йышĕпе те чухăн мар-ха ĕнтĕ чăваш чĕлхи. Çакăн çинчен Н. Ашмарин пухнă 17 томлă „Чăваш сăмахĕсен кĕнеки” те, М. Скворцов редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь те çирĕплетет.
– Тăван чĕлхе пуянлăхĕ пирки калаçнă чух вара çырулăхченхи тапхăра та асăнмасăр хăварма çук пулĕ?
– Çырулăх пулман чухне те халăх хăй тавра мĕн пулса иртнине ăша хывмасăр пурăнма пултарайман. Сăмахпах вăл хутшăнура усă куракан мĕн пур япалана е пулăма ят панă, кану-савăнăçра киленме сăвă-юрă, юмах-халап, ташă-кĕвĕ шухăшласа кăларнă. Ачасене тирпейлĕхпе йĕркелĕхе вĕрентме ăслă шухăшлă сăмахсем, сăнавсемпе паллăсем йĕркеленĕ. Ача çуралсан – ăна пиллесе сăмах каланă, юрăпа сăпкара сиктернĕ, çывратнă, пÿрнипе такмакласа шута вĕрентнĕ, мунчара çан-çурăмне такмакласа çапнă, салтака ăсатма – пехилленĕ, сыватма – вĕрÿ-суру чĕлхипе сипленĕ, чун тарăхăвне – ылхан сăмахĕпе палăртнă, вилес умĕн – халал хăварнă...
Акă мĕн вăл чăваш тĕнчи! Çак пуянлăха тĕпчевçĕсемпе фольклористсем нумай çул хушши пухса 6 томлă сăмахлăх пуххи кăларнă. Вăл тата та ытларах томпа кăлармалăх пур. Çак ĕçе пирĕн те хутшăнмалла – хамăр тăрăхри сăмахлăха çырса илмелле, малашлăхшăн упраса хăвармалла.
Н. Николаева.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии