11:24 20 апреля 2013 г.
Чăваш Енре халăха пĕлтермелли централизациленĕ регион системине тĕрĕслес тĕллевпе ытлари кун, апрелĕн 23-мĕшĕнче, черетлĕ тревога пулать. «Пурте тимлĕ пулăр!» сигнал 9.00 сехетре янăрать.
Гражданла оборона тренировки пуçланнине урамсенче вырнаçтарнă сиренăсемпе громкоговорительсем, радиопа телевидени каналĕсем пĕлтерĕç.
Аса илтеретпĕр, çак сигнал гражданла оборонăн асăрхаттару сигналĕ пулса тăрать. Сигнала халăха авари, катастрофа, çут çанталăкри инкексем пирки, тăшман тапăнса килнине пĕлтермелле чух параççĕ.
Сирена е асăрхаттарăвăн ытти майлă сассине илтсен васкавлă хыпара пĕлме граждансен радиоприемник, телевизор ямалла. Хыпара ертÿçĕсене е ĕçтешсене, çемье членĕсене, кÿршĕсене пĕлтермелле. Сĕнÿсем илнĕ май çак лару-тăрура ачасене, ватă çынсене, чирлисене тата хĕрарăмсене пулăшмалла.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии