11:06 17 апреля 2013 г.
Апрелĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Пукрав-Татиана соборне православинчи хăват кăтартакан пуç çапмалли япаласем – Иисус Христос Хĕрес йăтнă чух тăхăннă çи-пуç пайĕсене тата çирĕм икĕ святойăн çĕрмен ÿчĕсен пайĕсене пĕрлештерсе тăракан Хĕрес илсе килнĕ. Хĕресăн айккисемпе Иоанн Златоуст святителĕн, асапланнă Георгий Победоносецăн, Пантелеймон сиплевçĕн тата ытти святойсен ÿчĕсен çĕрмен пайĕсене вырнаçтарнă.
Святойсен çĕрмен ÿтне хисеплесси вĕсем темĕн тĕрлĕ хăватсем кăтартма пултарнипе çыхăннă. Чи малтанах Святойăн çĕрмен ÿчĕ тĕрлĕ чир-чĕртен сиплет тата усал сывлăша этемрен хăваласа кăларма пултарать.
Хĕресе пуç çапма каяс текенсем Пукрав-Татиана соборне майăн 5-мĕшĕччен çитсе килме пултараççĕ.
Хамăр инф.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии