00:00 28 декабря 2011 г.
Райхаçатпа çыхăну тытакан кашни ыр çынна çывхарса килекен 2012 çул ячĕпе саламлатпăр!
Чи малтан «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çырăнса илекенсене тав тăватпăр. Вулакансен йышĕ çуллен ÿссе пыни пире тăрăшарах ĕçлеме хистет.
Ертÿçĕсене, депутатсене, влаç органĕсен ĕçченĕсене унчченхи пекех килĕштерсе ĕçлеме чĕнетпĕр.
Обществăлла корреспондентсем яланхи пекех пысăк пуçарулăхпа палăрса тăрасса шанатпăр.
Почта ĕçченĕсене малашне те райхаçата вулакан патне вăхăтра çитерессишĕн ырми-канми ĕçлеме вăй-хал сунатпăр.
Районти кашни çынна Çĕнĕ çулта ăнăçу, лайăх кăмăл, сывлăх сунатпăр! Телейлĕ пулăр!
Райхаçат редакцийĕ.