00:00 01 августа 2011 г.
Черетлĕ планерка
Паян, августăн 1-мĕшĕнче, хаçат редакцинче черетлĕ планерка иртрĕ. Ĕçлĕ калаçу район администрацийĕнче пулнă ларури хăш-пĕр самантсене тишкернинчен пуçланчĕ.
Хальхи вăхăтра районти вырма ĕçĕ пуринчен мала тухать. Апла пулсан кашни вулакан ун ĕçĕ-хĕлĕ пирки туллин паллашма пултармалла. Çавăнпа та вырмари лару-тăру çинчен çитес номере вуласа пĕлме пулать.
Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ вĕрентÿ çулне тĕплĕн хатĕрлесси те малти вырăнта тăрать. Çавна май эпир хамăр хаçат страницисенче те ун пирки çынсене тăтăшах пĕлтерме тăрăшатпăр, çитес номерте те ку тĕлĕшри хăш-пĕр ĕç пирки кĕскен çырса паллаштарма палăртрăмăр.
Р.Илларионова.