00:00 18 января 2011 г.
Пушар тухнипе район центрĕнчи стоматологи уйрăмĕн çурчĕ кĕлленнĕрен Муркашра шăл юсасси самантлăха ĕçлеме чарăнчĕ. Тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов каланă тăрăх çак йывăр вăхăтра район территорийĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче кашни кунах шăл тухтăрĕсем ĕçлеççĕ.
Иртнĕ кунсенче эпир Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ район больницин шăл юсакан уйрăмĕнче пултăмăр. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Татьяна Феликсовна Краснова черетлĕ клиентпа ĕçлетчĕ. Хусанти медицина институчĕ хыççăн чĕрĕк ĕмĕр стоматолог-терапевт пулса ĕçлекенскер хăй суйласа илнĕ профессире пысăк опыт пухнă. Çавăнпах ун патне паян районăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен чирлисем пыраççĕ.
– Кашнин ыйтăвнех вăхăтра тата килĕшÿллĕ татса пама тăрăшатпăр. Пирĕн патăмăрта сывалнă çынсене тепрер кунран ăшă кулăпа курсан чун савăнать, – терĕ ĕçрен уйрăлмасăр Т. Краснова.
Унпа пĕрле шăл юсакан уйрăмра Р. Алексеев стоматолог-хирург, шăл лартакан тухтăр Н. Федотов, Л. Мироваевапа Н. Беляев техниксем, А. Ермакова медсестра, О. Богданова санитарка вăй хураççĕ.
– Муркашран специалист парсан эпир хамăр уйрăма икĕ сменăпа ĕçлеттерме те хатĕр, – терĕ больницăна шăл юсаттарма-кăларттарма килекенсен йышĕ ÿснине палăртса больницăн тĕп врачĕ Л. Самушков.
Йывăрлăхсем пĕр чăмăра пĕрлештереççĕ çав.