00:00 05 августа 2010 г.
Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Е. Ерагин район хаçачĕпе нумай çул çыхăну тытать. Чăваш халăх ăсчахĕ тăван тавралăх, халăх йăли-йĕрки ыйтăвĕсене тĕпчет. Çак темăсемпе вăл çĕршер статья пичетленĕ, вуншар кĕнеке кăларнă.
Хальхинче Евгений Евстафьевич пирĕн ентеш Г. Дегтярев 50 çул тултарнă ятпа статья хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ.
- Куçарса çырма та вăхăт пулмарĕ, çулла пахчара та ĕçĕ мăй таран, - терĕ хастар ялкор.
Эпир ăна пушă пÿлĕм тупса патăмăр. Вăл вара тăрăшсах статьяна куçарса çырма пуçларĕ.
Хаçат сотрудникĕ тепре пырса пăхнă çĕре Евгений Евстафьевич кĕпине хывса пăрахнă та тăрăшсах ĕçлет.
Çапла, пирĕн ялкора шăрăх та хăратаймасть!