Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ĕç опычĕ пысăк та пуян

Пурнăç сукмакĕнче пирĕнтен чылайăшĕ шăл юсаттарассипе, кăларттарассипе тата ларттарассипе тĕл пулаççĕ. Çак ыйтусемпе пыракансене Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ больницăн шăл уйрăмĕнче яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Тухтăрсем вашават калаçнинченех чирлĕ çыннăн шик туйăмĕ çухалать. Ку вара пулас сыватушăн çирĕп никĕс. Уйрăмра шăл кăларакансемпе тата юсакансемпе пĕрлех протезсем хатĕрлекенсем те малта пыракан технологисене алла илсе ĕçлесе пыраççĕ. Çакнашкал хастар ĕçченсенчен пĕри вăл – эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Людмила Николаевна Мироваева техник. Медицина училищи хыççăн вăл 30 çул çак ĕçре. Пĕтĕмпех Муркаш Ен сывлăхĕшĕн.

Ĕçне юратнăран хисеплеççĕ ăна чирлисемпе больницăна пыракансем, ĕçтешĕсем.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика