Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хĕл варринчи чечек тĕнчи…

Кашмаш ялĕнчи Львов ячĕллĕ урамри эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Светлана Сильвестровна Шапошниковăн кил-çурчĕ катаранах ыттисенчен уйрăмраххăн курăнса ларать. Кил хуçалăх проекчĕпе мар (вăл та пур паллах) – тирпейлĕхĕпе, çулла та хĕл кунĕсенче чечексен ытамĕнче пулнипе.

– Юмахри пек пурăнатăр. Чăваш хĕрарăмĕн ăçтан кун чухлĕ вăй-хăват тухать; – интереслентĕм Светăран калаçăва пуçланă май.

– Йывăç лартнă, ачасем çуратнă, пурăнмалли пÿрт-çурт çавăрнă – тата мĕн кирлĕ; Манăн паянхи тĕп тĕллевĕм тирпейлĕхе аталантарасси тата чечексем ытларах лартасси, çак илеме çын курмалла çул парасси, – хĕр чухнехилле шăппăн та вăтанчăклăн каларĕ таврари чечексем çинчен куç илмесĕр манăн пĕлĕшĕм.

Пÿртре кăна вун-вун тĕслĕ 78 чечек куршакĕ. Вĕсенче 7 тĕслĕ фиалка, цикламин, монстера, тĕрлĕрен герань, хризантема, роза, каланхоэ, клоксиния, примула, бегони, лили т. ыт. те.

Кашни кĕтесрех чечек хуçаланнине пăхнă май çывăрмалли пÿлĕмри гибискус, каланхоэпе хатиора, 8 çул ÿсекен дизиготека, шурă куршаксенчи гиппиаструм (сăн ÿкерчĕкре) чечек тĕнчин пуянлăхне вăйлатаççĕ кăна.

Пÿртри пекех çу кунĕсенче урамра та Светăсен пÿрчĕ чечек ытамне путать. Роза, лили, крокус, тюльпан, нарцис, примула, ирис, пион... Вĕсене йĕркене пĕлсе лартнипе пÿрт умĕ çу каçипех илемлĕ чечексен ытамĕнче. Çуркунне малтанах крокус, примула, тюльпанпа нарцис çурăлаççĕ. Ыттисем вара – хăйсен йĕркипе. Урамра пурĕ 34 тĕрлĕ чечек ÿсет. Кашнин хăйĕн йăранĕ, çирĕплетнĕ вырăнĕ. Кил картинче алтнă çăл патне пымалли утма çула та чечек тĕнчин артерине аса илтерет.

– Анкартине ĕçлеме тухсан та чечек куçран ан кайтăр тесе унта та чечек йăранĕ йĕркелерĕм. Вуншар чечек илем кÿрет халĕ манăн анкартине, – терĕ пахчари шурă юр çинелле пăхса кил хуçи хĕрарăмĕ. – Ĕçрен ютшăнмастăп-ха, анчах хамран татах вăйлăрах ĕçлекенсене куратăп та хам ĕçлесе çитерейменнишĕн пăшăрханатăп.

А. БЕЛОВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика