Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Сурăх тытни тупăшлă

Районта. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче качакасемпе сурăхсем пĕтĕмпе 9396 пуç пулнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртин 91 проценчĕ. Сурăхсен тĕп кĕтĕвĕ килти хушма хуçалăхсенче – 9292 пуç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче – 104 пуç.

Килти хушма хуçалăхсенче качакасемпе сурăхсем ĕрчетессине пăрахăçламанни сурăх ĕрчетни усăллă та тупăшлă пулнине çирĕплетет. Пĕрремĕшĕнчен – конкуренци çук. Иккĕмĕшĕнчен – сурăх-така ашĕнчен борщ питĕ тутлă пулать, çăмĕнчен свитер, нуски çыхма тата кăçатă йăвалама май пур. Çапла ăнлантарчĕ район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçине А. Белова хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче сурăх тытма пуçланине Йÿçкасси ялĕнче пурăнакан Александр Александрович Ермолаев. Сан Санчăн харпăрлăхĕнче паян 4 сысна амипе пĕрлех 16 пуç «романовская» тата «цигайская» ăратлă сурăхсем пур.

– Пысăк тухăçлă сурăхсем тытас тесен, ăратлă выльăха суйласа илме пĕлмелле. Кунта специалистсен канашĕ вырăнлă пулма пултарать, – терĕ А. Ермолаев пирĕнтен уйрăлнă май.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика