Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Игорь Викторович Майков

Игорь Викторович Майков районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатпа 1991 çултанпа çыхăну тытать. Обществăлла корреспондент пулнă май тĕрлĕ ыйтусене хускатать, производствăна аталантарассинчен пуçласа тăван чĕлхене упрасси таранчченех. Поэзи лаççинче те хăйне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Унăн чунра ырă туйăмсем вăратакан сăввисем райхаçатра тăтăшах пичетленеççĕ. Ăна пĕр хутчен мар райхаçат Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Игорь Викторович Майков сăввисемпе Ю. Жуков, М. Ягунов, В. Романов композиторсем чылай илемлĕ юрă кĕвĕленĕ. Вĕсене чăваш эстрада юрăçисем М. Туринге, Л. Васильева, И. Пономарева тата районти художество пултарулăх коллективĕсен солисчĕсем пысăк кăмăлпа шăрантараççĕ.

Игорь Викторович Майков 1964 çулта Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнче çуралнă. Кашмашри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Хыççăн Шупашкарти 4 номерлĕ профтехучилищĕре электросварщик специальноçне алла илнĕ. Çара кайиччен «Чебоксарыремстрой» организацире электросварщикре ĕçленĕ.

1983 – 1985 çулсенче ПВО çарĕсенче службăра тăнă. Ун хыççăн тепĕр 2 çул Шупашкарти 3997 номерлĕ чаçре хăйĕн иркĕпе службăра пулнă.

1987 çултанпа хамăр районти «Свобода» хуçалăхра платникре вăй хурать. Хуçалăх правленийĕ ăна тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн премисем, Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.

Игорь Викторович Майков милицин штатра тăман сотрудникĕ. «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕн активлĕ членĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллать, çамрăкранах спортпа туслă.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика