Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пахча ĕçне парăннă мăшăрсем

Пирĕн журналист пулса курнă килти хушма хуçалăхра груша та, чиепа слива йывăççисем те, ежевикăпа крыжовник, хурлăханпа хăмла çырли, çĕр çырлипе виноград ÿсеççĕ. Вĕсем кашниех пахçачă уйăракан тимлĕхпе çулленех тулăх çимĕç параççĕ. Йăрансем çинче ыхри-суханĕ, кишĕрĕ-купăсти, хăярĕ-помидорĕ ăнса пулни пушаннă йăрансем çинче те сисĕнет. Ял çыннисем Нина Гордеевнапа Степан Ксенофонтович Ксенофонтовсем ăстаçă пахчаçăсем пулни çывăхри ялсем тăрăх анлă сарăлнă ырă хыпар.

Степан Ксенофонтович çамрăклах садалла туртăннă. Çапла вара 1957 çулта тăван колхоз пахчаçăна вĕрнеме янине пĕлсен шутласа тăмасăрах çав ушкăна çырăнать вăл. Çавăнтанпа çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ вăл пахчаçă.

– Вăл шутран чĕрĕк ĕмĕре яхăн «Свобода» хуçалăхăн 2-мĕш номерлĕ садне ертсе пытăм. Çав вăхăтрах хамăн интереспа пыл хурчĕсемпе туслашрăм. Ку ĕçе эпĕ ытларах килти хушма хуçалăхра йĕркелесе пытăм, – каласа парать хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарса пахчана тухнă май Степан Ксенофонтович.

Вăл ертсе пынипе колхозăн пахчи тупăшлă ĕçленĕ. Хăйне ĕçре мăшăрĕ Нина Гордеевна пулăшса пыни те пахчаçăна ÿсĕмлĕ ĕçлеме хавхалантарнă кăна. Туслă мăшăрăн пахча юратăвĕ çавăнтанпа самантлăха та сÿнмен. Çĕнĕрен çĕнĕ сортсемпе туслашса «мичуринецсем» колхоз садĕнчи пахчари пекех килти сада та çĕнетсе пуянлатнă.

– Анкартинче пĕр вăхăтра 60 улмуççирен те иртсе кайнăччĕ. Ытти çырла йывăççисене шутласан... Кĕр кунĕсенче пахчара шăкăрин пан улми выртатчĕ. Пĕçернĕ, тăварланă вĕсене, тĕрлĕ варени-компотсем хатĕрленĕ, – калаçăва хутшăнчĕ Нина Гордеевна.

Хăйсен ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне çумма-çуммăн колхоз садĕнче ĕçлесе ирттернĕ мăшăрсем туса илнĕ продукцие упрассипе те ыттисемшĕн вĕренмелли тĕслĕх пулса тăраççĕ.

– Сирĕн 3 нÿхреп тени тĕрĕсех-и вăл; – ыйтатăп аслă юлташăмăрсенчен. Нина аппа ăшă кăмăлпа мăшăрĕ çине пăхрĕ.

– Нÿхрепĕ пĕрре кăна пирĕн. Пÿрт путвалне вара икке пайларăмăр та пахча çимĕçе, улма-çырлана, пыл-таврашне упрамалли вырăнсем виççĕ пулса тăчĕç. Кунти ĕçсене паян ывăлăмпа кин йĕркелесе пыраççĕ. Çакна çеç калатăп: пур пахча çимĕçе те пĕр çĕрте упрама юрамасть. Нÿхрепре пан улмипе пĕрле кăштах кишĕр, купăста, хĕрлĕ кăшман тытатпăр. Çĕр улми пачах унта хумастпăр. Ахаллĕн пан улмине çĕр улми шăрши çапса лартать. Ытларах пахча çимĕç те уйрăммăн упранать, – пулчĕ хурав.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика