Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Галина Александровна Петрова

Ăратлă выльăх ĕрчетекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводăн Кашмашри сысна ферминче эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Галина Александровна Петрова 6-мĕш çул ĕçлет. Вăл сыснасем çăвăрлаттарнă çĕрте вăй хурать. 2010 çул пуçланнăранпа хастар ĕçчен хăй пăхакан 28 тĕп амаран 598 çура илме мехел çитернĕ. Ку вăл ушкăнри пĕр тĕп ама пуçне 21,4 çура илнипе танлашать.

– Мĕнре-ха ÿсĕм вăрттăнлăхĕ; – кăсăкланатпăр унран.

– Кунта вăрттăнлăхĕ çук. Кулленхи ĕçсене анне вĕрентнĕ пек туса пыма тăрăшатăп. Вăл вара нумай çул Евтихий Андреевич Андреев ертсе пынă хуçалăхра сысна пăхрĕ. Эпĕ те 6-мĕш класранах ăна пулăшма çÿренĕ. Çавăн чухнех Ĕç Геройĕ асăрхаттарнисене ăша хываттăм. Паян вĕсенчен кашниех кирлĕ пулса тухрĕç, – терĕ Е. Андреевăн ĕç мелĕсене ырласа Г. Петрова.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика