Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Любовь Федоровна Морозова

1955 çулта çуралнă Любовь Федоровна Морозова обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче 1980 çултанпа. Ялта çуралса ÿснĕ, унччен пĕр хушă хулара ĕçленĕ хĕре ял хуçалăхĕ хăй аллинчен вĕçертмен. Паянхи «Оринино» хуçалăхăн Орининти сысна фермине пĕрре пырса кĕнĕ хĕр йывăрлăхсем умĕнче алă усман. Фермăрах хăйĕн профессилле ăсталăхне ÿстерсе пынă. Юратать вăл хăй суйласа илнĕ ĕçе. Çавăнпах ĕнтĕ ирхи 6 сехетре тухса утать те килĕнчен 7 сехетчен ĕç вырăнне çитет. Сарайĕнчи 300 пуçа яхăн сыснашăн унран çывăхрах çын çук та пулĕ. Кашни кунах 6-шар сехет ирттерет Любовь Федоровна сыснасем патĕнче. Çак хушăра хастар та ĕçрен хăраман хĕрарăм хăй пăхакан самăртма хупнă сыснасем, амасемпе аçасем çывăхне кашнин патнех сахалтан та 5-6 хут çитет. «Ахальлĕн вăтамран 7-8 пин тенкĕ ĕç укçи памаççĕ. Çакна ăнланнипе ĕçе çитсен малтанах сыснасен валашкисене пăхса тухатăп, таса марлăхсене тасататăп, комбикорм тата шыв ярса паратăп, 8 клеткăран тислĕк хырса кăларатăп, хыççăн йывăç кĕрпи сарса паратăп», – терĕ ĕçрен ÿркенмен Любовь Федоровна Морозова.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика