Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Галина Пантелеймоновна Ковалева

– Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлесси пирĕн çемье династийĕ, – терĕ сĕтпе тулнă витрене бидона пушатнă май 1983 çултанпа хăй дояркăра ĕçленине кăмăллăн палăртса «Оринино» хуçалăхри ĕне сăвакан Галина Пантелеймоновна Ковалева. Династи тенĕрен, унăн амăшĕ Вера Германовна Белкова нумай çул çак хуçалăхра дояркăра вăй хунă, тивĕçлĕ канăва сысна ферминче ĕçлесе тухнă. Ачаллах амăшне пулăшма фермăна çÿренĕ Галина 7-мĕш класс хыççăнах çуллахи каникул вăхăтĕнче амăшĕпе пĕрле ĕçлекен дояркăсене отпуска ярса аслисен ĕçне пурнăçланă.

Хастар хĕрарăм пĕрре мар ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен районта ирттерекен конкурсĕнче çĕнтернĕ, район чысне республикăра хÿтĕленĕ. Паян вăл хĕрпе ывăл ÿстерет. Вĕсене те выльăх-чĕрлĕхе юратма вĕрентет. Света куçăмсăр майпа выльăх тухтăрне вĕренни те çемьере ĕç династийĕ малалла вăй илни пирки калать.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика