Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пенси виçи – 4818 тенкĕрен кая мар

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç пенсийĕсен виçисем ÿсрĕç. Унпа çыхăннă федераллă социаллă хушма тÿлевсем парассинчи улшăнусем пирки Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г. СЕМЕНОВА каласа парать:

– Февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç пенсийĕсем ÿснĕ май федераллă социаллă хушма тÿлев парассине те çĕнĕрен пăхса тухнă. Çапла вара ĕçлемен татах 1200 пенсионерăн февральтенпе тупăш шайĕ республикăри пурăнма кирлĕ минимумран ытларах пулĕ.

Социаллă хушма тÿлев виçи республикипе вăтамран уйăхне 1058 тенкĕпе танлашрĕ. Социаллă хушма тÿлеве ĕçлемен пенсионерсене, енчен те вĕсен тупăшĕ (пенси виçине тата уйăхсерен паракан ытти хушма тÿлевсене пĕрле шутласан) пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулсан параççĕ. 2012 çулта Чăваш Республикинче пенсионерăн пурăнма кирлĕ минимум виçи 4818 тенкĕпе танлашать. Социаллă хушма тÿлев виçине республикăри пурăнма кирлĕ минимумран пенсионерăн тупăшне кăларса палăртаççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика