Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Федераллă çăмăллăхсемпе усă курĕç

Паянхи сăмах – кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Ветерансем çинчен» Федераллă саккуна кĕртнĕ улшăнусем пирки. Вĕсем çинчен РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г. СЕМЕНОВА каласа парать.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1992 çулхи сентябрь–ноябрь уйăхĕсенче тата 1993 çулхи февральтен тытăнса 1997 çулхи декабрьччен Таджикистанра пулса иртнĕ çапăçусене хутшăннисене те çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветерансен шутне кĕртме йышăннă. Çавна май ку тĕлĕшпе «Ветерансем çинчен» Федераллă саккуна та улшăнусем кĕртнĕ. Çар çапăçăвĕсен ветеранĕн удостоверенийĕсене вĕсем силовой ведомствăсенче (МВД, Çар комиссариачĕ, УФСБ, МЧС) илме пултараççĕ.

Таджикистанри çар çапăçăвĕсене хутшăннисем удостоверенипе Пенси фончĕн районти управленине пынă кунран тытăнса вĕсене уйăхсерен 1239 тенкĕ те 55 пус тÿлеме тытăнаççĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем социаллă услугăсемпе (врач панă рецептпа эмелсем тÿлевсĕр илесси, медицина кăтартăвĕсемпе санаторисенче сипленесси, хула çывăхĕнче поездпа тÿлевсĕр çÿресси, сипленме çул укçи тÿлемесĕр кайса килесси) усă курма пултараççĕ.

Çитес çултан тытăнса Таджикистанри çапăçусене хутшăннисем соцпакет е унăн пайĕсене укçан илме пултараççĕ. Çавна валли вĕсен 2012 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр Пенси фончĕн управленине заявлени çырса памалла. Паянхи куна соцпакет 750 тенкĕ те 83 пуспа танлашать. 2012 çулхи апрельтен тытăнса соцпакет тата уйăхсерен укçан тÿлекен виçесене индексацилеççĕ.

Чăваш Республикинче Чечняри, Афганистанри тата ытти хĕрÿ точкăсенчи çар çапăçăвĕсене хутшăннисем 13,3 пин ветеран федераллă çăмăллăхсемпе усă курать. Пирĕн районта вара вĕсен хисепĕ 392 çын.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика