Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Çĕнĕ тарифсем çирĕплетнĕ

2011 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче 379-ФЗ номерлĕ Федераллă саккун йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн патшалăхăн бюджетлă мар фончĕсене страховани взносĕсем куçарассин тарифĕсем улшăнчĕç. Ун пирки РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ Олга АЛЕКСЕЕВА каласа пама кăмăл турĕ.

– Çак вăхăтран тытăнса страхланă çыннăн обязательнăй пенси страхованийĕ çине куçакан страховани взносĕсен суммине икĕ пая уйăраççĕ – солидарлă пай тата харпăр хăйĕн пайĕ.

Страховани взносĕсен тарифĕсен солидарлă пайне (2012–2013 çулсем валли палăртнă 22 процент тарифăн 6 проценчĕпе танлашать) ĕç пенсине палăртнă база виçи чухлĕ тÿлеме, вилнĕ пенсионерсене пытарма социаллă пособи пама (вăхăтлăх ĕçлейменнинчен обязательнăй социаллă страховани енĕпе страхланманнисем) тата законодательствăпа пăхнă ытти тĕллевсемпе уйăраççĕ.

Страховани взносĕсен тарифĕсен харпăр хăйĕн пайĕ (2012–2013 çулсем валли палăртнă 22 процент тарифăн 16 проценчĕ чухлĕ) страхланă çыннăн укçи-тенки валли каять, харпăр хăйĕн лицевой счечĕ çинче шута илĕнет. Вăл пенси капиталĕн расчет суммине, çавăн пекех ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне палăртма кирлĕ.

Çĕнĕ саккунпа ĕç паракансем страховани взносĕсем тÿлекен страхланă çынсен йышне ÿстернĕ. Кăçалтан тытăнса Раççей территорийĕнче вăхăтлăх ĕçлесе пурăнакан ют çĕр-шыв гражданинĕсене те страхлама пăхнă.

Федераллă саккунпа 2012–2013 çулсем валли бюджетлă мар фонда хывмалли страховани взносĕсен тарифăсене палăртнă. Пĕтĕмĕшле бизнес валли суммарлă ставка 34 процентран 30 процент таран чакать.

Çавăнпа пĕрлех пĕчĕклетнĕ тарифсемпе усă куракансен йышне те ÿстернĕ. Вĕсене обязательнăй медицина страхованийĕн фондне тÿлессинчен хăтараççĕ.

Çĕнĕ саккун нормисемпе страховательсен страховани взносĕсем тÿленин докуменчĕсене тăратассин правилисене самай ансатлатнă.

Çĕнĕ саккун йышăннă май страховани взносĕсем тÿлекенсен ответлăхне те ÿстернĕ, штрафсем пăхса хунă:

– страховани взносĕсем шутласа пани тата куçарни пирки расчетсене вăхăтра тăратманшăн юлашки виçĕ уйăхри (расчетлă тапхăрти) тÿлемелли взноссен 5 проценчĕ чухлĕ штраф шыраса илме пăхнă, иртсе кайнă кашни тулли е тулли мар уйăхшăн асăннă суммăн 30 проценчĕ чухлĕ, анчах та 1000 тенкĕрен кая мар;

– страховани взносĕсем шутласа пани тата тÿлени пирки электронлă майпа расчетсене тăратмалли йĕркене пăснăшăн – 200 тенкĕ;

– кирек хăш банкра счет уçни е хупни пирки информацие вхăтра пĕлтерменшĕн – 5000 тенкĕ;

– страховани взносĕсем шутласа пани тата куçарни пирки расчетсене тĕрĕслеме кирлĕ документсене тăратма килĕшменшĕн е вăхăтра тăратманшăн – кашни документшăн 200 тенкĕ.

2012–2013 çулсем валли страховани взносĕсен тарифĕсене чакарнă май çухалакан тупăша Раççей Пенси фончĕ федераллă бюджетран саплаштарать. 2012 тата планланă 2013–2014 çулсем валли çавна валли 304 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика