Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Февралĕн 15-мĕшĕччен ĕлкĕрес пулать

 

Пенси фончĕ ĕç паракансенчен 2011 çулшăн отчетсем йышăнать. Февралĕн 15-мĕшĕччен районти 400 яхăн ĕç параканăн отчетсем тăратса пĕтермелле. Республикипе ку хисеп – 22 пине яхăн.

Кăçал 2011 çулшăн страховани взносĕсем шутласа панин тата тÿленин, иртнĕ çулхи 4-мĕш кварталшăн персонифицированнăй учет сведенийĕсене тăратнипе пĕрлех ĕçлекен çынна ĕç укçи шутласа пани пирки те сведенисем тăратмалла.

Отчетсене çĕнĕ формăпа тăратасси вăхăтлăх ĕçлейменшĕн тата ача амăшĕсене пособи шутласа парассин тата тÿлессин йĕрки улшăннипе çыхăннă, вĕсене вара пособи шутласа паракан тата тÿлекен страхланă компание пĕлтерме тивĕç.

Отчетсене вăхăт çитичченех ятарлă графикпа йышăма тытăннă. Унпа ĕç паракансене паллаштарнă. Енчен те организацире 50 çын ытла ĕçлет пулсан, отчетсене электронлă цифра мелĕпе Интернет урлă йышăнаççĕ. Организацире 50 çынран сахалрах пулсан та отчетсене электронлă майпа тăратма тăрăшмалла. Çакă организацисен, Пенси фончĕн ĕç кăткăслăхне чакарать, ĕç хăвăртлăхĕпе оперативлăха ÿстерет.

Отчетсене электронлă майпа тăратмалли формăсене, вĕсен йĕркине, программине Пенси фончĕн сайтĕнче (wwwĕpfrfĕru) «Работодателям» пайра вырнаçтарнă. Çавăн пекех вĕсене Пенси фончĕн районти управленийĕнче илме пулать. Адресĕ: Муркаш ялĕ, Октябре 50 çул урам, 23 а çурт, тел: 63-0-41.

Çынна тара тытса ĕçлеттермен уйрăм предпринимательсен, адвокатсен тата уйрăм нотариуссен 2012 çултан тытăнса Пенси фондне отчетсем тăратма кирлĕ мар. Унччен вара вĕсен çуллен мартăн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр отчетсем тăратмалла пулнă. Хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçисем унчченхи пекех отчетсем тăратма тивĕç.

О. АЛЕКСЕЕВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика