Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хушма тÿлев илекенсем йышланаççĕ

Çĕнĕ çултан тытăнса Чăваш Енре социаллă хушма тÿлев илекен ĕçлемен пенсионерсен йышĕ татах 5000 çын ÿсет. Ку вăл çитес çул республикăра пенсионерсен пурăнма кирлĕ минимум виçи ÿснипе çыхăннă.

Чăваш Республикин 2011 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнчи 69 " Саккунĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулта пенсионерăн пурăнма кирлĕ минимум виçи 4818 тенкĕпе танлашать. Апла пулсан 2011 çулта социаллă хушма тÿлев илсе тăнă ĕçлемен пенсионерсене ку тÿлеве нимĕнле заявлени таврашĕ çырмасăрах ÿстерсе пама тытăнаççĕ. Кунпа пĕрлех тупăш шайĕ ÿснĕ май хушма тÿлеве пама чарăннă пенсионерсем те социаллă хушма тÿлеве илме тытăнаççĕ.

Енчен те ĕçлемен пенсионерăн тупăш шайĕ 4818 тенкĕне çитмест тата вăл халиччен социаллă хушма тÿлеве пачах та илсе тăман пулсан, унăн Пенси фондне пырса заявлени çырас пулать. Заявлени çырнă хыççăн тепĕр уйăхĕнчен тытăнса ăна хушма тÿлеве пама пуçăнаççĕ. 18 çул тултарман ачасене пенси тÿлеме пуçăннă чухне социаллă хушма тÿлеве заявлени çырмасăрах пама тытăнаççĕ.

Аса илтеретпĕр. Пенси çумне хушса паракан социаллă тÿлеве пенси фондне пынă хыççăн тепĕр уйăхăн 1-мĕш кунĕнчен пуçласа шутласа пама тытăнаççĕ. Ăна илсе тăма республикăри минимум виçинчен сахалрах пенси илсе тăракан ĕçлемен пенсионерсем тивĕçлĕ. Пенсионерăн тупăшĕ шутне уйăхсерен паракан федераллă тата регион тÿлевĕсем, вăл шутра телефоншăн, коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн паракан компенсацисем те кĕреççĕ. Социаллă хушма тÿлевĕн калăпăшне республикăри пурăнма кирлĕ минимум виçинчен пенсионерăн тупăш виçине кăларса палăртаççĕ.

2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăра ĕçлемен 29 пин ытла пенсионер пенси çумне хушма тÿлев илсе тăрĕ. Унăн вăтам виçи 400 тенкĕне яхăн ÿсĕ, 1200 тенкĕпе танлашĕ.

Н. СЕМЕНОВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика