Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕ

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Пенси фончĕ 21 çул тултарать

паян – çĕр-шывăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ институчĕсенчен пĕри. Раççейре вăл социаллă пулăшу облаçĕнче патшалăх услугисем парассипе чи пысăк федераллă система пулса тăрать.

Ăна 1990 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Постановленийĕпе пенсисемпе тивĕçтермелли финанссемпе патшалăх ертсе пырассине йĕркелеме кирлĕ пулнă. Кайран унран бюджетпа çыхăнман хăй тĕллĕнлĕх фончĕ туса хумалла пулнă. РФ Пенси фондне туса хунăранпа финансламалли тата пенсисемпе пособисем тÿлемелли пачах çĕнĕ механизм çуралнă. Пенси тÿлесе тăма укçа-тенкĕ ĕç паракансемпе граждансен обязательнăй страховани взносĕсенчен пухăнма пуçăннă.

Раççей Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн аталану тапхăрĕсем

• 1991 ç. – РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ шутĕнче Муркаш районĕнчи уполномоченнăйсен службине туса хунă.

• 1991–1996 ç.ç. – страховани взносĕ тÿлекенсене пурне те шута илсе пĕтернĕ, взноссене вхăтра тата тĕрĕс куçарнине тĕрĕслесе тăраççĕ, килекен тÿлевсене шута илессине йĕркеленĕ.

• 1997–1999 ç.ç. – «Об индивидуальном (персонифицированном) учете в системе государственного пенсионного страхования» Федераллă саккунпа (01.04.1996, 27-ФЗ ") çыхăннă функцисемпе задачăсене пурнăçлаççĕ.

• 2001 ç. – уполномоченнăйсен службин бази çинче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи юридици вăйĕнчи управленийĕ йĕркеленет. Управление пенси шутласа парассин тата тÿлесе тăрассин функцийĕсене параççĕ. Ĕçлекен граждансен пенси прависен учетне туса пыраççĕ.

• 2002–2005 ç.ç. – пенси системине реформăланă май çĕнĕ пенси законодательствин нормисем пурнăçа кĕреççĕ.

• 2007 ç. – «О дополнительных мерах государственной поддержки семей, имеющих детей» Федераллă саккун (29.12.2006, 256-ФЗ ") пурнăçа кĕме тытăнать.

• 2008 ç. – «О дополнительных страховых взносах на накопительную часть трудовой пенсии и государственной поддержке формирования пенсионных накоплений» Федераллă саккун (30.04.2008, 56-ФЗ ") пурнăçа кĕме тытăнать.

• 2009 ç. – «О внесении изменений в Федеральный закон «О дополнительных мерах государственной поддержки семей, имеющих детей» Федераллă саккунпа (25.12.2008, 288-ФЗ ") килĕшÿллĕн ача амăшĕн (çемье) капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕсемпе займĕсене саплаштарма усă курассипе заявленисем йышăнас ĕç пуçăннă.

• 2010 ç. – «О страховых взносах в Пенсионный фонд Российской Федерации , Фонд социального страхования Российской Федерации, Федеральный фонд обязательного медицинского страхования и территориальные фонды обязательного медицинского страхования» Федераллă саккунпа (24.07.2009, 212-ФЗ ") килĕшÿллĕн страховани взносĕсене Пенси фондне, Социаллă страховани фондне, Обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă тата территори фончĕсене администрациленĕ.

Мĕнле ĕçсем пурнăçлать-ха пирĕн управлени;

1. Пенсисем шутласа парасси тата тÿлесе тăрасси

2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Управленире 9857 пенсионер учетра тăрать. Вĕсенчен ĕçлекеннисем – 2266 çын. Ĕç пенсине 9020 çын илет (ватлăха пула – 8129 çын, инвалида тухнипе – 565 çын, çемьере тăрантаракана çухатнипе – 326 çын).

Патшалăх пенсине илсе тăракансем 880 çын (социаллă пенси илекенсем – 840, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем – 16, «чернобылецсем» – 19, патшалăх служащийĕсем – 5).

3000 çын ытла (ветерансем, инвалидсем, Совет Союзĕн Геройĕсем, Раççей Геройĕсем т. ыт. те) уйăхсерен укçа тÿлевĕ (ЕДВ) тата уйăхсерен пурлăх тĕлĕшĕнчен хушма пулăшу (ДЕМО) илет.

Граждансен уйăхсерен укçа тÿлевĕ, социаллă услугăсем илмелли прависене учета илес тĕллевпе РФ Пенси фончĕ патшалăхăн социаллă пулăшăвне тивĕçлисен Федераллă регистрне туса пырать.

2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 7220 тенкĕпе, инвалида тухнипе паракан ĕç пенсийĕн вăтам виçи 4667 тенкĕпе, çемьере тăрантаракана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕ 3856 тенкĕпе, патшалăх пенсийĕ 4794 тенкĕпе танлашать. Районĕпе уйăхсерен паракан пенсисен вăтам виçи – 6748 тенкĕ.

Уйăхсерен пенсисемпе пособисем тÿлеме районĕпе 75 миллион тенкĕ тăкакланать.

Патшалăх çуллен пенси виçисене индексацилет. 2011 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕсене 8,8 процент, апрелĕн 1-мĕшĕнчен – 10,27 процент, социаллă пенсисемпе ЕДВ – 6,5 процент ÿстернĕ. 2012 çулта ĕç пенсийĕсене 2 тапхăрпа 9,4 процент индексацилеме пăхнă: февралĕн 1-мĕшĕнчен – 7 процент, ытти 2,4 процентне – апрелĕн 1-мĕшĕнчен. Социаллă пенсисем апрелĕн 1-мĕшĕнчен 14,1 процент ÿсеççĕ.

2. Пенсионера пенси çумне регионти пурăнма кирлĕ минимум шайне çити федераллă социаллă хушма тÿлев (ФСД) шутласа парасси тата тÿлесе тăрасси

Хальхи вăхăтра районта 903 пенсионер пенси çумне федераллă хушма тÿлев илсе тăрать. Социаллă хушма тÿлеве регионти пурăнма кирлĕ минимум чухлĕ (пирĕн республикăпа 4259 тенкĕ, 2012 çултанпа 4818 тенкĕ пулать) пенси илеймен ĕçлемен пур пенсионерсене те параççĕ.

3. Обязательнăй пенси страхованийĕн системин участникĕсен пенси прависен харпăр хăйĕн (персонифицированнăй) учечĕ

Районта обязательнăй пенси страхованийĕн системинче 39035 çынна регистрациленĕ. РФ Пенси фончĕ вĕсенчен кашни валли харпăр хăйĕн лицевой счетне (СНИЛС) уçса парать. Унта пенси шутласа пама кирлĕ пур сведенисем те пур. Чи малтанах вара – гражданинăн пулас пенсийĕ валли фонда страховани взносĕсем мĕн чухлĕ куçнин информацийĕ.

СНИЛС пенси шутласа пама çеç кирлĕ мар. Вăл Раççей федераллă тата регион ведомствисен информаци шайлашăвĕнче гражданинăн персоналлă даннăйĕсен идентификаторĕ пулса тăрать.

2011 çулхи 3-мĕш кварталта харпăр хăйсен сведенийĕсене 277 страховательтен страхланă 8487 çынăнне йышăннă.

4. Пухăнакан пенсие йĕркелесси тата инвестицилесси

1967 çулта çуралнă страхланă çынсен тата çамрăкраххисен ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ йĕркеленет. Унăн виçи харпăр хăйĕн лицевой «пенси» счечĕн ятарлă пайĕнче палăрать. Саккунпа килĕшÿллĕн пухăнакан пенси виçине фонд рынокĕнче инвестицилеççĕ. Çавна май Пенси фончĕ ертсе пыракан 53 компанипе çыхăнса ĕçлесе пырать. Вăл шутра патшалăхăн ертсе пыракан Внешэкономбанк компанийĕпе тата патшалăхăн шутланман 117 пенси фончĕпе.

2003 çултан тытăнса РФ Пенси фончĕ страхланă çынсен пухăнакан пенсине инвестицилессипе ĕçлет. Реформа пуçăннăранпа Управлени специалисчĕсем страхланă çынсенчен 1870 заявлени йышăннă.

5. Страховани взносĕсене обязательнăй пенси страхстрахованийĕ тата обязательнăй медицина страхованийĕ çине администрацилесси

2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса РФ Пенси фончĕ страховани взносĕсене Пенси фончĕ, социаллă страховани фончĕ тата обязательнăй медицина страхованийĕн Федераллă тата территори фончĕсем çине администрацилессипе ĕçлет. Администрациленĕ май взноссене тĕрĕс шутласа панипе куçарнине тĕрĕслесе тăма, вăл шутра тÿленĕ страховани взносĕсене зачета илнине тата ытлашши тÿленине каялла куçарса панине тĕрĕслеме, тÿлевсем енĕпе парăма шыраса илме май пур.

2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Муркаш районĕнче РФ Пенси фондĕнче учетра пĕтĕмпе 1456 страхователь учетра тăрать. Вăл шутра 914 предприниматель, хресчен (фнрмер) хуçалăх ĕçченĕсем 112, 6 адвокат, ĕç паракан страховательсем 424. Кашни кварталтах вĕсем Пенси фондне Интернет урлă электронлă формăпа электронлă цифра мелĕпе алă пусса хÿтĕленĕ электронлă çыхăну каналĕсемпе отчетсем тăратаççĕ.

2011 çулта, малтан шутласа пăхнă тăрăх, РФ Пенси фончĕн тупăш пайĕ 148,8 миллион тенкĕпе танлашмалла.

6. Ача амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификачĕсене парасси тата асăннă укçа-тенкĕне тÿлесси

2007 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса çак вăхăтчен ача амăшĕн (çемье) капиталне илессипе 1033 заявлени йышăннă. 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă 288-ФЗ " «О внесении изменений в Федеральный закон «О дополнительных мерах государственной поддержки семей, имеющих детей» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн асăннă 108825,5 пин тенкĕ капиталпа мĕнле усă курассипе 361 заявлени çырса панă. Кусем вĕсем çурт-йĕр туянма е юсама. реконструкцилеме илнĕ кредитсемпе займсене саплаштарма, ачисене вĕрентме.

7. Пенсисене патшалăх хушса финанслассин программине пурнăçласси

2008 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 56 " «О дополнительных страховых взносах на накопительную часть трудовой пенсии и государственной поддержке формирования пенсионных накоплений» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2008 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн районти управленийĕ пенсисене патшалăх хушса финанслассин программине хутшăнма ыйтса граждансенчен 669 заявлени йышăннă. Асăннă прграмма Раççей обязательнăй пенси страхованийĕн системинче страхланă кашни çынна хăйсен пенсин пухăнакан пайĕ çине хушма взноссем хывнипе, кунсăр пуçне патшалăх софинансировани шучĕпе çав суммăлăх укçа куçарса панипе тата ĕç паракан хушма взноссем куçарнипе пенсие тухма хатĕрленекен кашни çынна хăйĕн пулас пенси виçине самай ÿстерме май парать.

8. Ведомствăсен электронлă хутшăнăвĕсен системипе (СМЭВ) усă курса патшалăх услугисем парасси

2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 210-ФЗ " «Об организации предоставления государственных и муниципальных усуг» Федераллă саккуна пурнăçа кĕртсе пынă май Раççей Пенси фончĕ СМЭВ усă курса патшалăх услугисемпе тивĕçтерме пуçăнчĕ.

Акă 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Пенси фончĕ çак патшалăх услугисем валли кирлĕ документсене хăех ыйтса илет:

– ача амăшĕн (çемье) капиталĕн укçи-тенкипе мĕнле тĕллевпе усă курасси;

– ĕç паракан страховательсене Раççей Пенси фондĕнче регистрацилесси.

Çавна та каласа хăвыаврмалла. Ку вăл патшалăх услугисем парассин малтанхи тапхăрĕ кăна. Вăл самай анлăрах та туллирех пулмалла. Пĕтĕмĕшле ку система 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса йĕркеллĕ ĕçлеме тытăнмалла. Çакăна пĕтĕмпех çынсем валли тăваççĕ. Çынсем кирлĕ документсем илес тесе тĕрлĕ учрежденисенче черет тăрса вăхăт ан çухатчăр.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика