Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вăхăт нумаях юлмасть

Пирĕн районта предпринимательсемпе хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçисем, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен адвокатсемпе нотариуссем 1032 çын. 2011 çулшăн вĕсенчен 72,5 проценчĕ кăна взноссене тÿленĕ.

Страховани взносĕ тÿлеме кирлĕ чи пĕчĕк ĕç укçи шайĕ 4330 тенкĕпе танлашать. Пенси фондне тÿлемелли страховани взносĕсен тарифĕ 26 процент (20 процент пенсин страхланă пайĕ валли тата 6 процент пенсин пухăнакан пайĕ валли), обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă фондне – 3,1 процент тата обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондне – 2 процент.

Çапла вара 2011 çулта предпринимательсемпе хăйсен ĕçĕпе çыхăннă уйрăм çынсен çакăн чухлĕ тÿлемелле пулать:

– Пенси фондне – 13509 тенкĕ те 60 пус (4330 тенкĕ х 26: х 12 уйăх). 1966 çулта çуралнисен тата аслăраххисен пĕтĕм сумма пенсин страхланă пайĕ çине каять, ыттисен çак суммăран 10392 тенкĕ (20:) ĕç пенсийĕн страхланă пайĕ çине тата 3117 тенкĕ те 60 пус (6:) пенсин пухăнакан пайĕ çине;

– обязательнăй медицина страхованийĕн федераллă фондне – 1610 тенкĕ те 76 пус (4330 тенкĕ х 3,1: х 12 уйăх);

– обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондне – 1039 тенкĕ те 20 пус (4330 тенкĕ х 2: х 12 уйăх).

Взноссене декабрĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр бюджетлă мар кашни фонда уйрăмшар тÿлемелле. Унсăрăн пенисем тÿлемелле пулать.

Бланк формисемпе тÿлев докуменчĕсене мĕнле çырса тултармалли пирки кирлĕ информацие Раççей Пенси фончĕн сайчĕ çинче «Самозанятому населению» пайра вырнаçтарнă (http,wwwĕpfrfĕruŸsamozaniatoe poryadocŸ. Интереслентерекен ыйтупа пирĕн пата та пыма пултаратăр.

О. АЛЕКСЕЕВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика