Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ватлăх валли пухнă? Илме пултаратăр

2012 çулта пухăнакан пенсисене пуçласа тÿлеме тытăнаççĕ. Çитес çул пухăнакан пенси счечĕсем çинчен тивĕçлĕ укçа суммисене 400 пин çынна яхăн илĕ.

Ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне пĕрлехи правилăсене пăхăнса шутласа парĕç тата тÿлĕç. Кунта страховщик кам пулни пĕлтерĕшлĕ мар: патшалăхăн Пенси фончĕ-и вăл е патшалăхăн шутланман пĕр-пĕр пенси фончĕ.

Пухăнакан пенси виçисене тăватă тĕрлĕ тÿлесе татассине пăхса хунă: пĕр харăс, палăртнă вăхăтра, ĕмĕрлĕх (виличчен) тата тĕпкĕчре юлакансене тÿлесси.

Пенсинерсенчен ытларахăшĕ хăйсен пухăнакан пенсийĕсене ĕмĕрĕпех илсе тăрĕ. Уйрăм самантсенче кăна пухăннă суммăна пĕр харăс илме май пур. Ку мелпе пухăнакан пенси виçи пысăк маррисем – пĕтĕмĕшле пенси виçин 5 процентне те çитмен чухне – усă курма пултарĕç.

Кусем вĕсем чи малтанах «вăтам вăхăтри» ĕçченсем. Кун пеккисем реформа вăя кĕрсен малтанхи икĕ çулĕнче пенси пухăнмалли схемăна хутшăннă, кайран унран тухса ÿкнĕ. Çавна май пысăк сумма пухма пултарайман.

Саккун виççĕмĕш вариантпа та усă курма май парать. Ку вăл пухăннă суммăна палăртнă вăхăтра – 10 çултан кая мар тапхăрта илесси. Анчах та ку услови хăйсен пухăнакан пенси виçисене патшалăх финанслассин программине хутшăннисене тата хăйсен ача амăшĕн капиталĕсене Пенси фондне уйăрнисене кăна пырса тивет. Ку йĕрке те Раççей Пенси фончĕпе патшалăхăн шутланман пенси фончĕсемшĕн пĕр пекех.

Саккунпа пăхнă тăваттăмĕш тĕс – страхланнă вилнĕ çыннăн пенси суммине еткерĕсене парасси. Кунта вилнĕ çыннăн мăшăрĕ, ачисем, ашшĕ-амăшĕ кĕреççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика