Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ĕç стажне çирĕплетме май пур

Эпĕ Чуманкасси ялĕнчен. Кăçал пенсие тухатăп. Анчах та ун чухнехи Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз архивĕ çунса кайнă май ача чухне каникулта ĕçленĕ ĕç кунĕсемшĕн хуçалăхран справка параймаççĕ. Тархасшăн, ăнлантарса парăр-ха: манăн халĕ ăçтан пулăшу йытмалла-ши?

Редакцие шăнкăравланинчен.

Ку ыйту çине хуравлама эпир РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхне Елена Михайловна АЛЕКСАНДРОВАНА ыйтрăмăр. Çапла каласа пачĕ вăл:

– Кун пирки çавна каламалла. 2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче йышăннă 173-ФЗ " «О трудовых пенсиях в Российской Федерации» Федераллă саккунăн 9-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн пенси прависене конвертацилес тĕллевпе ĕç стажне çирĕплетес тата шута илес тĕлĕшпе патшалăх пенсийĕсене шутласа парассин тата çĕнĕрен шутласа парассин 2002 çулчченхи январĕн 1-мĕшĕччен вăйра пулнă йĕркипе усă курма май пур.

Вăйра пулнă асăннă йĕркен право тытăмĕ Раççей Федерацийĕн 1990 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă 340-1 " «О государственных пенсиях в Российской Федерации» Саккунĕн тата РСФСР Социаллă пулăшу министерствин 1991 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче кăларнă 190 " «О порядке подтверждения трудового стажа для назначения пенсий в РСФСР» хушăвĕн положенийĕпе никĕсленет. Ку положение Раççей Федерацийĕн Пенси Фончĕпе, РСФСР Ĕç министерствипе, РСФСР Юстици министерствипе килĕшсе йĕркеленĕ. Саккунăн 89-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн рабочи, служащи, колхоз е ытти кооператив организацийĕн членĕ пулса ĕçленĕ тапхăр пĕтĕмпех пĕрлехи ĕç стажĕн шутне кĕрет.

Положенин 1.1 пункчĕпе килĕшÿллĕн ĕç стажне çирĕплетекенни чи малтанах ĕç кĕнеки пулса тăрать. Ĕç кĕнеки çук чухне, ĕç кĕнекинче çырса пынисем тĕрĕс мар е пачах та çук пулсан, ĕç стажне çирĕплетме çав тапхăрта ĕçленине ĕнентерекен справкăсемпе ытти документсем илсе пырас пулать.

Ĕç стажне документсемпе çирĕплетме май пулмасан вара свидетельсен кăтартăвĕсем кирлĕ пулаççĕ. Ун пирки Положенире ăнлантарса пани пур.

Акă ĕçленĕ тапхăра çирĕплетекен документсем çар çапăçăвĕсене пула, çĕр чĕтреннипе, шыв илнипе, вăйлă çил-тăвăла пула, пушарпа е ытти сăлтавпа çĕтнĕ пулсан, рабочи, служащи, колхоз членĕ пулса ĕçленине (патшалăх социаллă страхованийĕнче пулнă пулсан) çав тапхăрта ĕçленине икĕ е ытларах свидетель (пĕрлехи ĕçре е пĕр ĕç паракан патĕнчех ĕçленисем) çирĕплетсе пани кирлĕ.

1965 çулччен ĕçленине çирĕплетекен архив докуменчĕсем мĕнле сăлтава пула çуккине пăхмасăрах свидетельсен кăтартăвĕсем кирлĕ пулаççĕ. Свидетельсем вара хăйсем çав тапхăрта çак ĕçре ĕçленине çирĕплетекен документсем тăратма тивĕç. Çавна та каласа хăвармалла: кун пек чухне свидетельсен кăтартăвĕсемпе палăртакан ĕç стажĕ пенсие тухма кирлĕ стаж виçин çурринчен ытла пулма пултараймасть.

Ĕçленĕ тапхăра свидетель кăтартăвĕсемпе палăртнă чухне законодательствăпа килĕшÿллĕн çын унпа ĕç килĕшĕвĕ тумалли ÿсĕм шайне çитнипе çитменнине шута илеççĕ. Ял хуçалăх артелĕсен Примерлă Уставĕпе килĕшÿллĕн артель членне (тепĕр майлă каласан яланлăх ĕçе) 16 çул тултарнисене кăна илме пултарнă. Апла пулсан свидетель кăтартăвĕсемпе ĕç стажне çын 16 çул тултарнăран тытăнса кăна шутласа параççĕ.

Правилăпа килĕшÿллĕн ĕç пенсине палăртма ĕçленĕ тапхăра свидетель кăтартăвĕсемпе çирĕплетнĕ чухне гражданинăн заявленипе пĕрле çак документсене тăратмалла:

– документ çĕтнипе çыхăннă инкек хăш çулта, хăш уйăхра, хăш числара пулнине çирĕплетекен çав территорири патшалăх (муниципаллă ) органĕ панă документ;

– ĕç параканăн е патшалăх (муниципаллă) органĕн асăннă инкеке пула ĕç пирки калакан документсем пĕтнине тата вĕсене çĕнĕрен тума май çуккине ĕнентерекен докуменчĕ;

– свидетель кăтартăвĕсемпе палăртакан ĕç тапхăрĕ пирки документсем пулманни çинчен архив учрежденийĕ е патшалăх (муниципаллă) органĕ панă справка.

Свидетель кăтартăвĕсемпе ĕç тапхăрне палăртасси пирки пенсипе тивĕçтерекен орган йышăну тăвать. Гражданин заявленийĕпе вăл ĕçленин тапхăрне ĕç пенсийĕ илсе тăма тытăнмалли вăхăт çитичченех палăртма пултараççĕ.

Енчен те свидетельсенчен пĕри гражданин ĕçленине тепринчен ытларах тапхăршăн та çирĕплетсе парайрать пулсан, икĕ свидетелĕ те çирĕплетекен тапхăра шута илеççĕ.

Çапла вара çÿлте каланине çирĕплетсе çавна палăртмалла. Шкулта вĕреннĕ чухне каникул кунĕсенче колхозра ĕçленине свидетель кăтартăвĕсемпе çирĕплетнĕ чухне 16 çул тултарнă хыççăн ĕçлени кăна шута кĕрет.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика