Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Соцпакет е укçа? Шухăшласа пăхăр

Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан хăйĕн хальхи йĕркине улăштарасшăн пулсан кăна заявлени çырмалла. Калăпăр, вăл халĕ çăмăллăхсем вырăнне укçан илсе тăрать тейĕпĕр, анчах та çитес çултан çăмăллăхсемпе усă курма пуçăнасшăн е тепĕр май. Пенсионер çăмăллăхсемпе усă куракан хальхи йĕркене улăштарасшăн мар пулсан унăн Пенси фондне пыма кирлĕ мар.

2011 çултан тытăнса федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен социаллă услугисем 3 пайран тăраççĕ. Кусем вĕсем эмел, санаторипе курорт тата транспорт пайĕсем. Соцпакет пĕтĕмĕшле 750 тенкĕ те 83 пуспа танлашать. Вăл шутран эмел пайĕ (тухтăр рецепчĕпе эмел тÿлевсĕр илесси) – 578 тенкĕ те 30 пус, санаторипе курорт пайĕ (тухтăр сĕннипе санаторие кайма путевка илесси) – 89 тенкĕ те 46 пус, транспорт пайĕ (хула тулашĕнчи поездпа тÿлевсĕр çÿресси, сипленме тÿлевсĕр кайса килесси) – 83 тенкĕ те 07 пус.

Çулталăк пуçланнăранпа районĕпе соцпакетпа пачах е унăн пĕр пайĕпе усă курма пăрахасси пирки 128 заявлени йышăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ 2011 çулта укçан илсе тăма тытăннисем. Укçа вырăнне соцпакетпа пăхнă çăмăллăхсемпе е вĕсен пĕр пайĕпе çĕнĕрен усă курма пуçăнасси пирки 38 заявлени пулчĕ.

Паянхи куна пирĕн районта федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем (Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, çапăçусене хутшăннă ветерансем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофисене пула шар курнă граждансем) 3 пин çын ытла. Вĕсенчен 84 проценчĕ çăмăллăхсем вырăнне укçан илсе тăрать.

Н. СЕМЕНОВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика