Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пĕтĕмпех патшалăх пенсисене финансласси пирки

Пĕтĕмпех патшалăх пенсисене финансласси пирки

Сирĕн ыйтусене Пенси фончĕн специалисчĕсем хуравлаççĕ

– Патшалăх пенсисене финанслассин программине обязательнăй пенси страхованийĕн системинче регистрациленнĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хутшăнаççĕ. Вăл шутрах аслă çулхисем те – арçынсем 1953 çултан маларах çуралнисем, хĕрарăмсем 1957 çултан маларах çуралнисем те (вĕсен обязательнăй пенси страхованийĕ енĕпе пенсин пухăнакан пайĕ нихăçан та пулманнисем). Кунпа пĕрлех Программăна 1966 çулта çуралнисен е аслăраххисен те хутшăнма ирĕк пур. Халĕ вăйра тăракан законодательствăпа вĕсен обязательнăй пенси страхованийĕн системинче пулас пенсин пухăнакан пайĕ йĕркеленмест.

14 çул тултарнă ачасем те Программăна хутшăнма пултараççĕ. Анчах та вĕсен малтан РФ Пенси фончĕн органĕсенче регистрациленмелле тата обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине илмелле.

Кунпа пĕрлех çавна та палăртса хăвармалла. Енчен те Программăна хутшăнакан çыннăн пенсие тухма вăхăт çитнĕ (хĕрарăмсен 55 çул тата арçынсен 60 çул), анчах та вăл пенси илме тытăнасси пирки пымасть пулсан, весене патшалăх финанслассин йĕрки урăхларах пулать. Патшалăх вĕсен взносне 2 хут мар, 4 хут ÿстерет. Енчен те эсир Программăна хутшăнса çулталăкне 12 пин тенкĕ тÿлетĕр пулсан патшалăх финансланин шучĕпе сирĕн пенси счечĕ çулталăкне 60 тенкĕлĕх ÿсĕ. Тепĕр майлă каласан сирĕн взнос çумне патшалăх 48 пин тенкĕ хушса тÿлет (12000Ç48000ç60000 тенкĕ).

– Енчен те гражданинăн пухăнакан пенсийĕ патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче е харпăр хăйĕн ертсе пыракан компанийĕнче пулсан вĕсем патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнма пултараççĕ-и?

– Çапла, пултараççĕ. Программăна хутшăнассин процедури пурин валли те пĕр пекех. Кунта уйрăмлăхĕ çакăнта кăна. Хăвăрăн взноса та сирĕн патшалăхăн шутланман пенси фончĕ çине куçарма тивет, патшалăх финанслассин сумми те унта пырса тăрĕ.

Программăна хутшăнасси пирки заявление патшалăхăн шутланман пенси фончĕ урлă та, ертсе пыракан компани урлă та пама пулать. Çавăн пекех çак ĕçе Раççей Пенси фончĕн органĕ е ĕç паракан урлă тÿрремĕн те туса ирттерме пулать.

Енчен те сирĕн пенсин пухăнакан пайĕ патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче пулсан сирĕн пухăнакан пенсие шута илессине тата инвестицилессине, сире ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне палăртассине тата тÿлессине хăвăр суйласа илнĕ пенси фончĕ туса ирттерет.

– Енчен те граждансен пенсин пухăнакан пайĕ çук пулсан вĕсем патлашăх пенсисене финаслассин программине хутшăнма пултараççĕ-и?

– Çапла, кун пек май пур. Обязательнăй пенси страхованийĕ енĕпе пенсин пухăнакан пайĕ çуккисем те Программăна хутшăнма, хăйсен ирĕкĕпе хушма тÿлевсем тума пултараççĕ. Патшалăх финанслассин йĕркисем ыттисем пекех. Сăмах кунта 1953 çулччен çуралнă арçынсемпе 1957 çулччен çуралнă хĕрарăмсем пирки пырать.

Çапла вара вĕсем хăйсемех патшалăх пулăшнипе хăйсен пухăнакан пенсине йĕркелеççĕ.

– Енчен те гражданин РФ Пенси фондĕнче харпăр хăйĕн лицевой счетне уçман пулсан вăл патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнма пултарать-и?

– Çапла, вăл Раççей гражданинĕ пулсан пултарать. Анчах та унăн патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнасси пирки заявлени панипе пĕрлех Раççей Федерацийĕн обязательнăй пенси страхованийĕн системинче регистрациленмелле тата обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельствине илмелле. Çавна валли РФ Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан (пропискăра тăракан) территори управленине пымалла, хăвăр кам пулнине çирĕплетекен документ (паспорт е çар çыннисем валли çар билечĕ) памалла тата заявлени çырмалла. Пенси фончĕ сире малтанах пенси фондĕнче регистрацилет, обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине парать тата эсир Программăна хутшăнассине çирĕплетет.

– Патшалăх пенсисене финанслассин программине РФ Пенси фондĕнчен пенсин страхланă пайне кăна илсе тăракан çар пенсионерĕсем хутшăнма пултараçĕ-и?

– Паллах пултараççĕ. Патшалăх пенсисене финанслассин программине Раççейре пурăнакансем пурте, вăл шутра çар пенсионерĕсем те, çар çыннисем те хутшăнма пултараççĕ. Ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ ун чухне Программăпа килĕшÿллĕн патшалăх финанслани шучĕпе йĕркеленет.

– Гражданин хăй пропискăра тăман вырăнта патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнасси пирки заявлени пама пултарать-и?

– Программăна хутшăнасси пирки Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн кирек хăш территори управленийĕнче те заявлени пама пулать. Енчен те гражданин пĕр вырăнта пропискăра тăрать, хăй вара урăх вырăнта пурăнать пулсан унăн заявленире Пенси фончĕ унпа çыхăнма пултаракан адреса кăтартмалла. Çакă вăл патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнасси пирки çырнă заявление тивĕçтерни е тивĕçтерменни пирки пĕлтерме кирлĕ. Ытларах чухне пурăнакан вырăна кăтартаççĕ.

Заявление çавăн пекех хăвăрăн ĕç паракан урлă та, трансфер-агент урлă та пама пулать. Списокĕ Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче пур. Кунпа пĕрлех патшалăх услугисен интерент-порталĕпе те (wwwĕgosuslugiĕru) усă курма пулать.

– Енчен те РФ гражданинĕ вăхăтлăх е яланлăх ытти çĕр-шыв территорийĕнче пурăнать пулсан вăл патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнма пултарать-и?

– Çапла, эсир Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулсан, чикĕ леш енче пурăнсан та Программăна хутшăнма пултаратăр. Çавна валли Программăна хутшăнасси пирки почтăпа нотариус е РФ консульство учрежденийĕн çынни çирĕплетнĕ заявлени ярса памалла. Заявлени бланкĕ Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче пур (www.pfrf.ru).

– Ĕçлемен пенсионерсем патшалăх пенсисене финанслассин программине хутшăнма пултараçĕ-и?

– Çапла, пултараççĕ. Программăна хутшăнма кирек хăш ÿсĕмри граждансен те ирĕк пур. Вăл шутра обязательнăй пенси страхованийĕ енĕпе пенсин пухăнакан пайĕ çуккисен те (кунта 1953 çултан маларах çуралнă арçынсем тата 1957 çултан маларах çуралнă хĕрарăмсем кĕреççĕ). Ачасен 14 çултан тытăнса Программăна хутшăнас тесен Пенси фондĕнче регистрациленмелле тата обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине илмелле.

Енчен те гражданин ĕç пенсийĕ илсе тăрать пулсан финанслассин йĕрки пĕтĕмĕшле йĕркепех пулать. Патшалăх вĕсен çулталăкри взносĕсене 2 пин тенкĕрен тытăнса 12 пин тенкĕ чухлĕ ÿстерсе парать.

В. ШАПОШНИКОВ

хатĕрленĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика