Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вилнĕ граждансенне еткерĕсем илĕç

 

Вилнĕ граждансенне еткерĕсем илĕç

Çапла вара РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тăванĕ вилнĕренпе 6 уйăх хыççăн заявленипе тухнисене тата çак тапхăра суд урлă çирĕплетнисене 103 еткере пĕр миллион тенкĕне яхăн тÿлет. 1,5 ытла миллион тенкĕне 398 еткере ĕç паракансем страховани взносĕсем тÿлени пирки тăратнă отчет докуменчĕсене кура хушма тÿлев шучĕпе куçарса парĕç.

Сăмах кунта ĕç паракансем Пенси фондне ĕçлекен çыннăн пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине куçарса тăнă сумма пирки пырать. Ку суммăна вилнĕ çыннăн еткерне çынна ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне тÿлесе тăма пуçăнман пулсан параççĕ. Еткере вилекен çыннăн лицевой счечĕ çинче пухăннă пенси виçипе пĕрлех ăна инвестициленинчен тунă тупăша та тÿлеççĕ.

Енчен те çын пурăннă чухне пухăнакан пенсие валеçесси пирки заявлени çырса панă пулсан, ăна илекенсем шутĕнче унта кăтартнă пур çын те пулма пултарать. Кун пек заявлени çырман пулсан вара еткерсем шутне чи малтанах ачисем, мăшăрĕ, вилекен çыннăн ашшĕ-амăшĕ, иккĕмĕш шутпа пиччĕш-шăллĕсемпе аппăш-йăмăкĕсем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем тата мăнукĕсем кĕреççĕ.

Вилнĕ çынсен еткерĕсене укçа-тенкĕне РФ Правительствин 2007 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчи 741 " йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн параççĕ. 2008 çултан тытăнса РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ вилнĕ çынсен еткерĕсене 21 миллион тенкĕ тÿленĕ. 2010 çултан тытăнса еткерсене панă тÿлеврен налук илмеççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика