Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ĕç пенсийĕсене çĕнĕрен палăртаççĕ

Корректировкăпа çыхăннă ыйтусем çине РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пенсисемпе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Петровна КОСТИНА хуравлама кăмăл турĕ.

– Хăш категорие кĕрекен çынсен ĕç пенсийĕсен виçисене корректировка тăваççĕ тата унăн условийĕсем мĕнлерех?

– Кунта чи малтанах ватлăха е инвалида тухнине пула ĕç пенсийĕ илсе тăракан ĕçленĕ е халĕ те ĕçлекен пенсионерсене, кунпа пĕрлех силовой структурăсен çар пенсионерĕсене, ĕç выслугишĕн паракан пенсипе пĕрлех ватлăха пула ĕç пенсийĕн страхланă пĕр пайне илсе тăракан федераллă патшалăх гражданла служащийĕсене, муниципаллă патшалăх служащийĕсене тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх служащийĕсене кĕртмелле. Паллă ĕнтĕ, корректировка кирлĕ марри пирки ятарлă заявлени çырса панисен вăл пулмасть. Çемьере тăрантаракана çухатнипе ĕç пенсийĕ илсе тăракансен корректировка августăн 1-мĕшĕнчех, анчах та пенси пама тытăннă çул хыççăн тепĕр çулне пулать.

Çавна та палăртмалла. Корректировка тунă чухне пенсионерăн лицевой счечĕ çинче пухăннă страховани взносĕсене шута илеççĕ. Шута илмелли тапхăр вара июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне тата пенси пама тытăннăранпа е юлашки хут пенсие çĕнĕрен шутласа панăранпа е корректировка тунăранпа.

– Мĕншĕн корректировка валли заявлени çырмалла мар тата вăл пенси виçине çĕнĕрен шутласа панинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Ĕç пенсийĕн корректировкине заявлени çырмасăрах çулсеренех августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ирттереççĕ. Корректировка тăвасси пенси хăçан пама тытăннинчен е юлашки хут çĕнĕрен шутласа панăранпа мĕн вăхăт иртнинчен килмест.

Кунпа пĕрлех ватлăха пула е инвалида тухнине пула илсе тăракан ĕç пенсине урăх датăран тытăнса çĕнĕрен шутласа палăртассин йĕркине сыхласа хăварнă. Çапла тăвас пулсан августри корректировка кирлĕ марри пирки заявлени çырмалла.

Пенси виçине çĕнĕрен шутласа парассин прави пенси пама тытăннăранпа, унччен çĕнĕрен шутласа панăранпа е корркетировка тунăрапа 12 уйăх иртсен вăя кĕрет. Пенсие çĕнĕрен шутласа пама заявлени çырмалла. Пенси виçине заявлени панă уйăх хыççăнхи уйăхран тытăнса çĕнĕрен шутласа параççĕ.

Тĕслĕхрен. Пенсие 2010 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче пама тытăннă. Страхвани взносĕсем куçнине кура 2010 çулхи августăн 1-мĕшĕнче пенси виçине корректировка туса панă. 2011 çулта пенси виçине çĕнĕрен шутлаттарсси пирки пенсионер 2011 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса заявлени çырса пама пултарать. Апла пулсан вара вăл август уйăхĕнчи корректировкăна хутшăнаймасть.

Ĕç пенсийĕн виçине 2011 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса корректировка тăваççĕ. Çавна валли пенсионерăн заявлени çырма кирлĕ мар. Апла пулсан пĕтĕмпех пенсионертан килет: е корректировка, е пенсие çĕнĕрен шутласа парасси – хăй суйласа илет.

– Корректировка ирттернĕ май пенси виçи мĕн чухлĕ ÿсет?

– Ку вăл пĕтĕмпех страхланă çыннăн харпăр хăйĕн лицевой счечĕ çине куçнă страховани взносĕсен виçинчен тата пенси илме тытăнмалли тапхăр миçе уйăхпа танлашнинчен килет. Корректировка тунă чухне тÿлев вăхăчĕ ĕç пенсине (ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн страхланă пайне) пама тытăннă тапхăртанпа кашни тулли çулталăкшăн пĕр çул кĕскелет.

Тĕслĕхрен. Ватлăха пула ĕç пенсине 2010 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче пама пуçăннă. Харпăр хăйĕн лицевой счечĕ çинче страховани взносĕсем пулман пирки 2010 çулхи август уйăхĕнче пенси виçине корректировка туман. Ĕç пенсине çĕнĕрен шутласа парасси пирки ĕçлекен пенсионер 2011 çулта пыман. 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн счечĕ çинче пенси пама тытăннăранпа страховани взносĕ 30550 тенкĕ пухăннă.

Пенси пама тытăннăранпа çулталăк ытла вăхăт иртнĕ май пенсин страхланă пайне корректировка тунăшăн тÿлемелли тапхăр 192 уйăхпа танлашать (204 уйăх – 12 уйăх). Кунта 204 уйăх – ватлăха пула ĕç пенсине памалли 2011 çул валли палăртнă виçе.

Корректировка хыççăн уйăхсерен пенси тÿлесси 159 тенкĕ те 11 пус ÿсет (30550 тенкĕŸ192 уйăх).

Ĕç пенсийĕсен страхланă пайне районĕпе 1769 пенсионерăнне корректировка тунă. Вĕсен пенси виçи вăтамран 90 тенкĕ те 66 пус ÿснĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика