Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ĕç пенсийĕсем ÿсĕç

Ĕç пенсийĕсем ÿсĕç

Пенси виçисене çĕнĕрен шутласа парасси ватлăха пула, инвалида тухнипе тата çемьере тăрантаракана çухатнипе ĕç пенсийĕ илсе тăракансене пырса тивет. Çавăн пекех ĕç пенсийĕн страхланă пайне ватлăха пула палăртнă пулсан çар пенсионерĕсен, кунпа пĕрлех страхланă пайăн пĕр тÿпине илсе тăракан патшалăх служащийĕсен те пенси виçисем ÿсеççĕ.

Корректировкăна çуллен августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса гражданинăн пенси пама тытăннă е пенси виçине юлашки хут корректировка тунăранпа Пенси фондне куçнă страховани взносĕн виçине кура туса ирттереççĕ.

Пенси виçисене заявлени çырмасăрах корректировка тăвас йĕркепе виççĕмĕш çул ĕнтĕ усă куратпăр. Çакă ĕçлекен пенсионерсемшĕн питех те меллĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен счечĕсем çине страховани взносĕсем куçса тăраççĕ.

Ĕç пенсийĕн виçи кашни çыннăн расна. Вăл тÿрремĕнех ĕç паракан уншăн взноссем мĕн чухлĕ куçарса панинчен килет. Çапла вара корректировка хыççăн пенси мĕн чухлĕ ÿсесси те пурин те пĕр пек пулма пултараймасть.

Саккун вара çак йĕркене те сыхласа хăварнă. Пенсионер хăйĕн пенси виçине çĕнĕрен шутлаттарма заявлени те çырма пултарать. Кун пек чухне ăна пенси виçине пенси пама тытăннăранпа, пенси виçине çĕнĕрен шутласа панăранпа е корректировка тунăранпа 12 уйăх иртнĕ хыççăн çĕнĕрен шутласа пама тивĕç. Ун пек пулсан унăн августри корректировка кирлĕ марри пирки заявлени çырас пулать.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика