Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Красноармейскисем те хутшăнчĕç

09:30 30 декабря 2016 г.

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем кăçал тĕрлĕ шайри массăллă мероприятисемпе кăна мар, спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян. Вăл шутах шашкăлла выляссипе районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн редакцире нумай çул хушши ĕçленĕ, районта шашка вăййине сарассишĕн чылай тăрăшнă Михаил Авдеев ячĕпе ирттернĕ ăмăртăва та кĕртмелле. Ăмăрту иртнĕ шăматкун, декабрĕн 24-мĕшĕнче иртрĕ.

Сăмах май, тĕрлĕ сăлтава пула ăмăртăва пĕлтĕр ирттерме май килмерĕ. Редакци тусĕсен, шашка вăййине кăмăллакансен ыйтăвне тивĕçтерсе вара кăçал редакци асăннă ăмăртăва ирттерме май тупрĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсем район хаçачĕн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç.

Ăмăртăвăн сумĕ ÿссе пынине вара çак тĕслĕх те çирĕплетет. Кăçал ăмăртăва районти шашка ăстисем кăна мар, Красноармейски районĕнчен килнĕ хастарсем те хутшăнма кăмăл турĕç.

Ăмăртăва уçнă май, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов редакци асăннă ăмăртăва пĕрремĕш çул кăна мар йĕркелесе ирттернине палăртрĕ, унта хутшăнакансене тав сăмахĕ каларĕ. Çакă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Михаил Авдеев вара редакцире чылай çул вăй хунă, лайăх журналист пулнă. Çавăн пекех шашкăлла выляма питĕ юратнă, ыттисенче те çак туйăма аталантарма тăрăшнă. Шашка - ăс-тăн вăййи. Вăл çыннăн кăмăл-туйăм çирĕплĕхне, шухăшлавне аталантарма пулăшать. Çынна вара пурнăçра ÿт-пÿ кăна мар, ăс-хакăл çирĕплĕхĕ те тем пекех кирлĕ.

Шашкăлла вылякансен ăмăртăвне хутшăнма кăмăл тунисене саламлама Михаил Авдеевăн мăшăрĕ Валентина Александровна та килчĕ. Пушă алăпа та мар. Валентина Александровна ăмăртура призлă вырăн йышăннă хĕрарăмсемпе арçынсем валли парнесем хатĕрленĕ. Вăл хăйĕн мăшăрĕ шашкăлла выляма юратни, 1980-мĕш çулсенче республика чысне хÿтĕлесе шкул ачисен командипе Оренбургра ирттернĕ ăмăртăва та хутшăнни пирки каласа пачĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене тĕп судья - депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Алексей Прокопьев саламларĕ. Алексей Георгиевич хăй те шашкăлла выляссипе икĕ хутчен район чемпионĕн ятне тивĕçнĕ.

Сăмах май, редакци кубокĕсене çĕнсе иллессишĕн спорт маçтăрĕн кандидачĕсем тăваттăн вăй виçрĕç. Кусем: Александр Ермолаев, Виталий Егоров, Алексей Прокопьев, Леонид Андреев. Леонид Николаевич вара шашкăлла выляссипе район чемпионĕн ятне 19 хутчен тивĕçме пултарнă.

Ăмăрту аслă ÿсĕмрисене те, кĕçĕн çулхисене те шашка хăми тавра пухрĕ. Акă Орининти Валериан Иванов 80 çулта, апла пулин те шашкăлла выляма пăрахма шухăшламасть. Ăмăртура чи кĕçĕнни вара Муркашри Дима Волков пулчĕ. Вăл 5 çулта кăна-ха. Амăшĕ каласа панă тăрăх, Дима шашкăлла выляма юратать. Дима çак ăмăртура малти вырăнсенех тивĕçеймерĕ пулин те, район чемпионĕсемпе тытăçма пултарни хăех мĕне тăрать. Унăн çитĕнĕвĕсем малта-ха.

Шашка ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене арçынсем тата хĕрарăмсем хушшинче уйрăммăн палăртрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче чи маттурри тата кубок хуçи Орининти Наталия Дмитриева пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Муркашри Анфиса Анисимова (2014 çулхи кубок хуçи) тата виççĕмĕшне Муркашри Алевтина Авдеева тивĕçрĕç.

Арçынсенчен Орининти Алексей Прокопьева çитекенни пулмарĕ. Чи нумай очко пухса вăл тивĕçлипех пĕрремĕш вырăн тата кубок çĕнсе илчĕ. Сăмах май, 2014 çулхи ăмăртура та район хаçачĕн кубокне вăлах çĕнсе илме пултарнăччĕ. Муркашри Леонид Андреев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Мăн Сĕнтĕрти Виталий Егоров виççĕмĕш пулчĕ. Ăмăртура призлă вырăн йышăннисем дипломсемпе медальсене тата парнесене тивĕçрĕç.

Çавна та каласа хăварасшăн. Çитес çулхи январь - февраль уйăхĕсенче те шашка вăййине кăмăллакансене ăмăртусем кĕтеççĕ. Январьте шашкăлла, шахматла тата волейболла вылякансем "Оринино" хуçалăхăн кубокне çĕнсе илессишĕн вăй виçĕç. Ăмăртăва хутшăннă Александр Ермолаев вара хăй хатĕрленĕ кубока çĕнсе илессишĕн шашистсен ăмăртăвне феваралĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче йыхравларĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: хĕрарăмсем тата арçынсем хушшинче мала тухнисем.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика