Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Михил Игнатьев учительсене пархатарлă ĕçре ăнăçу сунчĕ

17:12 15 сентября 2016 г.

 

Пĕрлехи информаци кунĕн шайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 15-мĕшĕнче Муркашра пулчĕ, Муркашри вăтам шкулти учительсен коллективĕпе тĕл пулу ирттерчĕ.

 

Малтанах вара Михаил Игнатьев шкул картишĕнчи вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе, шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ. Хăш ялтан; Спортпа туслă-и; Шкул столовăйĕнче апат лайăх çитереççĕ-и; Апатланушăн мĕн чухлĕ тÿлеттереççĕ; Килте мĕн ĕçлетĕр; Килти ĕçсене тума мĕн вăхăт каять; Ачасен хуравĕсем республика ертÿçине кăмăла кайрĕç. Уйрăмах «Столовăйра килтинчен те аванрах апатлантараççĕ» тенипе кăмăллă юлчĕ вăл.

Учительсен коллективĕпе тĕл пулу шкулăн акт залĕнче иртрĕ. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Пĕрлехи информаци кунĕн темисем çинче чарăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн объекчĕсем хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çитни пирки каларĕ. Энерги ресурсĕсемшĕн тÿлессипе районăн парăмсем çук.

Çавăн пекех Ростислав Николаевич районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Промышленноç продукцине туса кăларасси шайлашăнса пырать, ял хуçалăх продукцине туса илессипе кăтартусем иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ÿсĕмлĕрех. Районти хуçалăхсем вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçленĕ, кĕрхи культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах акса хăварнă. Халĕ хуçалăхсенче çĕр улми кăларассипе ĕçсем пыраççĕ.

Çавăн пекех Ростислав Тимофеев районта вĕренÿ сфери çине епле пысăк тимлĕх уйăрни пирки уйрăммăн чарăнчĕ. Çуллен шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме, юсав ĕçĕсем туса ирттерме, шкулсен спортзалĕсене тĕпрен юсама тĕрлĕ шайри бюджетран укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче шкул учителĕсем пархатарлă ĕç пурнăçлани пирки асăнчĕ. Вĕсем ачасене пĕлÿ, воспитани параççĕ кăна мар, вĕсем республикăн, çĕршывăн пулас гражданинĕсене пăхса ÿстереççĕ. Апла пулсан вĕсем малашлăх валли çул хывакансем пулса тăраççĕ. Çĕршыв пуласлăхĕ те чылай енчен вĕсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланинчен килет. Ачасем хăйсем тĕллĕн шухăшлама, шкултан вĕренсе тухса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр.

Нумаях пулмасть республикăра Раççей вĕренÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева пулчĕ, ял учителĕсен виççĕмĕш съезчĕн ĕçне хутшăнчĕ. Çавна май тĕл пулура Михаил Васильевич çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти çинче те чарăнса тăчĕ. Уйрăмах шкул учителĕсене хумхантаракан ĕç укçин ыйтăвĕ тĕлĕшпе те ку вăл пĕлтершлĕ пулса тăрать. Федераци министрĕ палăртнă тăрăх, малашне учительсен ĕç укçин база пайне ÿстерĕç, вăл пĕтĕмĕшле тÿлевĕн 70 процентĕнчен кая мар пулĕ. 30 проценчĕ вара учителĕн ĕç пахалăхне шута илсе хушса тÿлемелли виçе пулать. Çавна валли норматив базине хатĕрлеме пуçăннă ĕнтĕ.

Пуçламăш классенчи вĕренÿ тытăмĕ пирки те сăмах пулчĕ тĕл пулура. Ачасене шкулта ирттерекен пĕрремĕш кунран тытăнсах пурнăçа хăнăхтарса пырассине вĕренÿ процесĕпе çыхăнтарас пулать. Ку тĕлĕшпе пĕрлехи база стандартне туса хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Учительсен шалăвне япăх мар шайра сыхласа хăварассипе, малалла ÿстересе пырассипе палăртнă задачăсене татса пама пултарни пирки каларĕ республика пуçлăхĕ. Калăпăр, йывăрлăхсене пăхмасăрах, 2015 çулта вăтам ĕç укçине 2014 çулхи шайра сыхласа хăварма пултарнă. 2016 çулта ăна ÿстерессипе малтанхи утăмсем пур ĕнтĕ. «2017 çулта вара, çирĕплетсех калама пултаратăп, ĕç укçи татах ÿсĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

Демографи ыйтăвĕсем кирек хăçан та малти вырăна тухаççĕ. Муркашра çĕнĕ пуçламăш шкул тăвассин ыйтăвне татса парас пулсан та демографие тишкермесĕр май çукки пирки асăнчĕ республика пуçлăхĕ. Çапах та ыйтăвĕ чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулни пирки каларĕ, паян-ыранах мар пулсан та, ку ыйту патне таврăнма шантарчĕ.

Михаил Игнатьев шкул учителĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ, йывăрлăхсене малашне те ăнăçлăн çĕнтерсе пыма ăнăçу сунчĕ, хăйсен ĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçласа пыракансене чыслă ĕçшĕн тав сăмахĕ каларĕ. «Малашне те малти ретре пулмалла пултăр, тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ан ларăр, малаллах ăнтăлăр. Эпĕ муркашсене шанатăп», - терĕ вăл вĕренÿ ĕçченĕсене ăнăçу суннă май.

В. ШАПОШНИКОВ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика